Хваттерпе тивĕçтерме хушнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.03.2018, 15:02 Просмотров: 431

Вăрнарти  пĕр пенсионерка поселокри нумай хваттерлĕ çуртри муниципаллă хваттерте социаллă найм майĕпе пурăннă. Пĕлтĕрхи март уйăхĕнче Вăрнар районĕн ведомствăсем хушшинчи комиссийĕ çурта пуренлĕ тишкерсе ăна аварийлĕ тесе йышăннă. Апла пулин те, çурт-йĕр саккунлăхне пăсса, вырăнти хăйтытăмлăх органĕ гражданкăна социаллă найм килĕшĕвĕпе пурăнмалли хăтлă урăх пÿлĕмпе тивĕçтермен. Вăрнар район прокуратури тавăçпа суда тухнă, унта Вăрнар хула поселенийĕн администрацине пенсионеркăна халичченхипе тан урăх пурăнмалли пÿлĕм уйăрса пама хушнă. 

Вăрнар район сучĕ прокуратура ыйтăвне тивĕçтернĕ. Суд йышăнăвĕ хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен.     

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика