Ялсене комплекслă аталантарасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2022, 09:25 Просмотров: 334

Ялсене сыхласа хăварасси, аталантарасси паян çивĕч ыйтусен шутне тухса тăчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ ку территорисен инфраструктурине çĕклессине, хăтлăхне-меллĕхне ÿстерессине тĕп вырăна кăларнă.

Халăх программи çынсене ялтах ĕçлесе тивĕçлĕ пурăнма майсем уçас тĕллевлĕ. Пĕлтĕр, акă, республикăра мĕнпур программăсен йĕркипе 5 млрд ытла тенкĕ тăкакланă. Укçа-тенке район-хуласенчи социаллă, коммуналлă, инженери, транспорт инфраструктурин объекчĕсене çĕклеме тата юсама янă.

«Чăваш Республикинчи яллă территорисене комплекслă аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсенче пĕтĕмпе 174 км çул юсанă, 916 пуçаруллă проекта, ял территорийĕсен хăтлăхĕн 16, компактлă çурт-йĕр застройкин 1, комплекслă аталанăвĕн 7 проектне пурнăçа кĕртнĕ.

Кăçалхи ĕçсен переченĕ те пысăк% яллă территорисен хăтлăхĕн проекчĕсем 4, компактлă çурт-йĕр застройки енĕпе 4, комплекслă аталану проекчĕ 1. Пуçаруллă бюджет прокчĕсем 896. Вăл шутран 371-шĕ çул-йĕре, 162-шĕ коммуналлă хуçалăх объекчĕсене, 50-шĕ ача-пăча площадкисене, 58-шĕ кану вырăнĕсене юсассипе çыхăннă. Çавăн пекех çынсем пĕвесене тасатассипе, шыв çыранĕсене хăтлăлатассипе, ялсене тирпей-илем кĕртессипе тата ытти енĕпе ĕçсем палăртнă.

– Ялсенче хресчен-фермер хуçалăхĕсем, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем пулни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем – аталанăвăн тĕп енĕсенчен пĕри, – пĕлтерет «Раççей ялĕ» проектăн координаторĕ Сергей Артамонов.

Вăрнар районĕнче пĕлтĕр, сăмахран, пуçаруллă бюджет программипе 39 проекта çул панă. Кăçал икĕ тапхăрпа 33 тăратнă.

Çулла, акă, Вăрнарта кил картишĕсен территорийĕсене комплекслă аталантарас программăпа килĕшÿллĕн Ж.Илюкин урамĕнчи 42-мĕш, Гагарин урамĕнчи 44-мĕш çуртсен территорийĕсенче пысăк ĕç пурнăçланă – çĕнĕ тротуарсем хывнă, парковкăсене, çуртсем патне пыракан çулсене çĕнетнĕ.

Пĕлтĕр Советски, Ашмаров урамĕсенчи тротуарсем çĕнелнĕччĕ. Ырă ĕçсем чуна çĕклеççĕ. Ялсенче пурăнакансем хăйсем хутшăннипе пурнăçланă ĕç пушшех те. Чылай çĕрте, акă, çулсем сарассипе, пĕвесене тасатассипе, территорисене йĕркене кĕртессипе чылай проект пурнăçа кĕрет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика