Телейне тăван тăрăхра тупнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2022, 09:27 Просмотров: 299

Çуралнă ялăм, ай, сана

Мĕнпе эп тав тăвам-ши;

Яла çитесчĕ те пĕрре,

Хура çĕре ман чуптăвасчĕ.

Уйра ăнса пулсассăн тырă,

Кунта – тăван ялтах – пит ырă.

Чăваш сурпанĕ пек сарăлса выртать шоссе çулĕ ял çумĕпе. Ял çынни ĕçе кайиччен килти ĕçе пуçтарса хăварма васкать. Ирех тăрса сĕт парать, пăрусене уя тухса кăкарать. ,лĕк колхоз ĕçне хăвалама ял варринче чан çапнă. Халĕ вара Явăш халăхĕ шоссе тăрăх шăхăрса килекен машина сассине итлет. Сехет тĕрĕслеме пулать% çак машина ирхи 7-ре самолет пек шăхăрса колхоз кантурĕ умне çитсе ларать. Хуçа ĕçе килчĕ пулсан вара пурин те васкамалла. Çапла пуринчен малтан тăрса пуринчен кайран выртать «Мураты» хуçалăх ертÿçи Спиридонов Юрий Петрович.

Спиридоновсем хăйсен ĕçне малтанах Элĕк районĕнче пуçланă. Кайран вара Явăшра колхоз арканса кайсан тăван çĕр çинче ĕçлеме шутлаççĕ. Кунта ашшĕпе амăшĕн сăмахĕсем те пĕлтерĕшлĕ пулнă. Петр Спиридоновичпа Юлия Михайловна пĕтĕм ĕмĕрне Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Петр Спиридонович мĕн пенсие тухичченех зоотехникра, бригадирта тăрăшнă, Юлия Михайловна вара ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ĕçре вăй хунă. Халăх вăйĕпе тунă колхоз арканма пуçлани вĕсен чĕрисене хытах ыраттарнă. Ял çĕрĕ çум айне пулма пуçланă вăхăтра ачисем ют çĕрте ĕçлесе çÿрени те пăшăрхантарнă ашшĕ-амăшне. Вара вĕсем пурте пĕрле шухăшласа ялта «Мураты» кооператив йĕркелесе яраççĕ.

Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çĕре хуратса хăварни кăна çителĕксĕр, унран сахал çухатупа нумайрах тупăш илме те вĕренмелле. Малтанах Спиридоновсем 20 гектар çĕрулми лартаççĕ, фермăсене çĕнĕрен хута яраççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» вырнаçтарма Тинĕс-Çар флочĕпе килĕшÿ тăваççĕ. Çапла Явăш çĕрулмийĕ Мурманск хулине çитичченех çул тытать.

,çленĕçемĕн ăсталăх та пуçтарăнса пырать, укçи-тенки те хушăнать. Çынсен опычĕпе паллашма пĕртăвансем вăйлă хуçалăхсене, ют çĕршывсене çитсе кураççĕ. Тĕслĕхрен, Египетра пĕтĕм пахча-çимĕçе шăварса ÿстереççĕ. Спиридоновсем те çĕрулми уйне шăварма пуçлаççĕ. Халĕ вара халăх та савăнать% çĕр çине çумăр «пĕлĕчĕсем» пуринчен малтан çитеççĕ.

Тупăш ÿснĕçемĕн техника паркĕ те пуянланса пырать, тырă-пулă упрамалли складсем, çĕрулми хранилищисем хăпарса лараççĕ, ял халăхĕ валли ĕç вырăнĕ те уçăлать.

Çапла туслă та пултаруллă ертсе пыраççĕ хуçалăха пĕртăван Спиридоновсем. Вĕсем пур ĕçе те пĕр-пĕринпе канашласа пурнăçлаççĕ.

Юрий Петрович тума пĕлмен ĕç çук та пуль çĕр çинче. Хăй те тĕплĕн тăрăшать, ыттисенчен те çавнах ыйтать.

Çемье карапне те çирĕп алăпа ертсе пырать вăл. Мăшăрĕпе – Елена Семеновнапа – пĕрлешни кăçал 37 çул çитрĕ. Телейлĕ мăшăр виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем – Анастасийăпа Ирина – çемьеленнĕ, ашшĕпе амăшне виçĕ мăнук парнеленĕ. Кĕçĕн ывăлĕ – Леонид – институт пĕтернĕ хыççăн тăван хуçалăхра тăрăшса тимлет.

Эпир, Мăн Явăш тăрăхĕнче пурăнакансем, «Мураты» хуçалăхăн ĕçченĕсем, Юрий Петрович Спиридонова çак кунсенче 60 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр. Пархатарлă ĕçре тата нумай çул тăрăшма çирĕп вăй-хал, таса сывлăх, ăнăçу сунатпăр. Мĕн шухăшлани, ĕмĕтленни пурнăçланччăр. Ачăрсемпе мăнукăрсен пархатарне курса тата нумай-нумай çул пурăнма чун хавалĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр. Кашни çĕнĕ кун савăнăçпа пуçланса савăнăçпах вĕçлентĕр.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика