Йышăннă тăрăх, Раççейре Танкистсен кунне çулсеренех сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал вăл сентябрĕн 11-мĕшĕнче пулчĕ. Ку професси праçникĕ СССР саманинчех çуралнă, броньпе хÿтĕленĕ машинăсене 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчех хатĕрлесе кăларма тытăннă. Танк çарĕсем паян Раççей Тип Çĕр çарĕсен тĕп вăйĕ.
Сумлă çар тĕсĕнче хастарлăх кăтартнисем районта та чылаййăн. Вĕсенчен пĕри – Вăрнарти Владимир Корнилович Герасимов. Вăл Хирти Тукайĕнче çуралнă, тăватă çултан Герасимовсен çемйи Кайри Тукайне куçса тĕпленнĕ. Кунтах Владимир пуçламăш шкулти пĕрремĕш класа кайнă, аслăрах çулсенчи вĕренÿ вара, 4–10 классенче, кÿршĕри Çĕрпел ялĕнчи вăтам шкулта иртет. Шкул хыççăн Кÿкеçри 5-мĕш училищĕре водитель специальноçне алла илсен те каччă салтака кайма ят тухиччен «Янгорчино» колхозра çамрăкла ăнтăлупа тăрăшма тытăнать.
Вăл вăхăтра яшсем çĕршыва хÿтĕлессине сăваплă тивĕç тесе шутланă. Ăна чыслăн пурнăçлама пĕтĕм вăй-хала хывнă. Владимир Герасимов та вĕсен шутĕнчех. 1982 çулхи май уйăхĕнче тăванĕсемпе сывпуллашса хĕсмете тухса кайсан Тукай каччи малтанах çур çул Туркменинчи Теджен хулинчи полигонра хатĕрленÿ витĕр тухать. Вăтам танкăн оруди наводчикĕн специальноçне вĕренет. Кĕркунне вара «учебка» хыççăн пирĕн ентеш Афганистана лекет.
Хăйне «вĕри» тăрăха ярасси çинчен пĕлсен хăрасси-пăлханасси пулман унăн. Анчах кунта лăпкă пулнă тееймĕн – юнашарах вăрçă пынă, афган халăхне боевиксенчен хÿтĕлесе совет офицерĕсемпе салтакĕсем паттăррăн кĕрешнĕ, хăйсене шеллемесĕр пуçĕсене хунă.
Владимирăн Файзабад хулинче, мотострелоксен полкĕн танк ротинче, службăра тăма тивет. Танк взвочĕ вырнаçнă тăрăх – виçĕ кĕпер таврашĕ. Шăпах та вĕсен малтанхи задачисем шутне кĕпере хуралласси, Союзран килекен колоннăсене кĕтсе илесси, грузсене кăткăс минăсем лартса тултарнă сăрт-ту çулĕсемпе турттарма пулăшасси кĕнĕ. Çулталăк çурă тăсăлнă службăра Владимирăн та пурнăçшăн хăрушă рейдсене сахал мар хутшăнма лекнĕ. Унсăр пуçне, çак тапхăра тăршшĕпех уй-хир условийĕсенче ирттернĕ. Аманнă та. Апла пулин те нăйкăшма хăнăхман Владимир, тĕрĕссипе, ăна мĕнле çăмăл маррине никам та пĕлмен тесен те юрать. Тăван çĕршывшăн вара питех те тунсăхланă. Афганистанăн тĕлĕнтермĕш çутçанталăкĕ те – пĕлĕте кармашакан тусем, кавир пек сип-симĕс çеремсем, хĕп-хĕрлĕ ялкăшакан мăкăнь уйĕсем – нимĕн те чуна çавăрайман. Килех, юратнă Чăваш енех, туртнă. Афганистанра вара шап-шурă юра та çулталăк çурăра пĕр хутчен кăна курнă тет Владимир Корнилович. Çĕнĕ çул каçхине ÿкнĕ те ир енне ирĕлсе те кайнă иккен.
Пĕлетпĕр, Афганистанра çапăçнине салтаксем вăл вăхăтра ытларах чухне пытарма тăрăшнă. Тата, тĕрĕссипе, калама та юраман. Владимирăн пĕтĕмĕшле служба вăхăчĕ 2 çул та 4 уйăха тăсăлнă. Тăван киле таврăнсан мирлĕ пурнăçа хăвăрт хăнăхайман вăл, канлĕ те çывăрайман – кăшт сасă пулсанах шарт сиксе вăраннипе виçĕ-тăватă уйăх енне аптранă. Апла пулин те пурнăç хăй еккипех пырать. Вăхăт иртсен Владимир салтакченхи ĕç-хĕлне малалла тăснă, районти «Сельхозтехникăна» водителе вырнаçнă. 1992 çулхи июньтен – район администрацийĕн вĕрентÿ пайне.
Владимир Корнилович пурнăçăн тĕрĕслев шкулĕ витĕр тухма тивнишĕн ÿкĕнмест. Нумай япала-пулăм çине пачах та урăхла пăхма тытăннине, туслăхпа пĕрлĕх туйăмĕ вăйланнине пытармасть.
Çар тивĕçне пурнăçласа хăюлăхпа çирĕплĕх кăтартнăшăн Владимир Герасимова СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Грамотипе, «Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 25 çул», «Совет Хĕçпăшаллă Вăйĕсене 100 çул», «Танк çарĕсене 100 çул» медальсемпе, «Воин-интернационалиста» паллăпа тата ыттипе наградăланă.
Мăшăрĕпе, Венера Витальевнапа, Владимир Корнилович икĕ ывăл ÿстернĕ. Асли те, Владимир, çар хирĕçтăрăвĕсен участникĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси уншăн яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Çак туйăма аталанма ашшĕн, Афганистан паттăрĕн, хавхалантаруллă сăмахĕсем те хистенĕ ĕнтĕ. Чăваш ял хуçалăх академийĕнчи вĕренĕве чарса Вăрнар каччи хăй ирĕкĕпе Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ретне тăрать. Малтанах Калуга облаçĕнчи Обнинск хулинчи чаçре вĕренет, кайран ăна Çурçĕр тинĕс флотне, Североморск хулине, службăна çирĕплетеççĕ. Кунта вăл «Североморск» пысăк корабль йышне кĕрет. Инçет çулçÿревсенче Раççей мăнаçĕ шутланакан ку корабль пĕрре мар экватор урлă каçнă, тăватă океана, вуншар тинĕсе парăнтарнă. Владимирăн та хастар ашшĕ пекех çар наградисем нумай, çав шутра – «Сиринчи тинĕс-çар операцийĕшĕн» медаль те. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ача ÿстереççĕ.
Герасимовсен кĕçĕн ывăлĕ, Валерий, Кăнтăр федераллă округра мотострелоксен полкĕнче службăра тăнă. Халĕ тăван поселокрах тимлет. Пĕр ÿстермесĕрех калама пултаратпăр% Герасимовсем – çамрăк ăрушăн тĕслĕх шутланакан хисеплĕ çемье.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |