Ялта пурăнма кăмăл тăвакансем валли çулсерен çăмăллăхлă программăсем пурнăçланаççĕ. Акă ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ЧР Министрсен Кабинечĕ проект йĕркеленĕ.
Çĕнĕлĕхе халăх патне çитерме Чăваш Республикин регион управленийĕн центрĕ (ЦУР) ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕн ертÿçипе Ирина Письменскаяпа тÿрĕ эфир йĕркеленĕ.
Раççей ял хуçалăх банкĕ ял ипотекине 2020 çултан пама тытăннă. Унтанпа республикăра 1300 çемье çак çăмăллăхпа усă курнă. 2 млрд ытла тенкĕ кредит панă. Паянхи ял ипотекин проценчĕ 3-рен пысăк мар. Ытти кредитпа танлаштарсан ку – чи мелли. Кăçал программăна çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Иртнĕ икĕ çулта ял ипотекипе усă курса районта нумай хутлă çуртра хваттер туянма май пулнă-тăк, çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн çурт лартма е туянма юрать. Кăçал ял ипотекине çу уйăхĕнчен пама тытăннă. Кредит илнĕ 83 çынран çурри çĕнĕ çурт лартма кăмăлланă.
Виçĕ процентран пысăк мар тенине мĕнле ăнланмалла; Çăмăллăха камсене тата миçе процентпа параççĕ;
«Ял ипотекине 0,1% таран чакармашкăн Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйрăм граждансем валли пулăшу уйăраççĕ. Нумай ачаллă çемьесем, ял хуçалăхĕнчи апат-çимĕç промышленноçĕнче, АПКра вăй хуракансем, муниципалитет служащийĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем валли – 0,5%, социаллă сферăра ĕçлекенсем, ял хуçалăх кооперацийĕнче, пушар хуралĕнче вăй хуракансем валли – 1%, АПК е ветеринари ĕçне кÿлĕннĕ çамрăк специалистсем (35 çулччен) валли – 0,1%. Çавăн пекех «Атăл» çыхăну батальонĕнче службăра тăракансемшĕн – 0,1%, бюджет учрежденийĕн вăрман ĕрчетекен тата хатĕрлекен сферинче тăрăшакансем валли – 0,5%, çăмăллăх çак сферăри çамрăк специалистсене те пырса тивет – 0,1%», – палăртнă министр.
Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисене асăннă çăмăллăхсем пырса тивмеççĕ. Республикăри пĕчĕкрех ытти хулара вара ял ипотекипе усă курса çурт лартма е туянма юрать. Чи пĕлтерĕшли – сирĕн унта пропискăна тăрса пурăнма куçмалла. Хулара тĕпленнисем те яла куçса çурт лартма пултараççĕ.
Ноябрь 2024 |