Халăх шанăçне тÿрре кăларса аталанушăн тимлĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2022, 09:29 Просмотров: 250

«Эпир пĕр суйлавран та юлман», – палăртрĕç Вăрнар районĕнче пурăнакансенчен ытларахăшĕ вырсарникун суйлав участокĕсене пынă май.

Кăçалхи суйлав уйрăларах тăчĕ. Пур участок та Раççей гимнне янраттарнипе уçăлчĕ. Çынсем хăйсен гражданла тивĕçне аван пурнăçларĕç. Вăрнарти территорири суйлав комиссийĕн даннăйĕсем тăрăх, сасăлава списока кĕртнĕ 19898 суйлавçăран 10693-шĕ хутшăннă. Ку вăл 53,74 процентпа танлашать.

Хăшпĕр суйлав участокĕсенче халăх питех те хастар пулнă. Темиçешĕнче çынсем килнин проценчĕ 80-ран та иртнĕ.

Районта пĕтĕмпе 54 суйлав участокĕ ĕçленĕ. Пĕрлехи сасăлав кунĕнче кашнинчех çын сывлăхне пĕрремĕш вырăна кăларса санитари нормисене пăхăннă. Сасăлама килнисенне пуринне те ÿт температурине виçнĕ. Маскăсемпе, алăсене сиенсĕрлетмелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.

Суйлав законодательствине пăсассине çирĕп тĕрĕсленĕ. Районта сăнавçăсен ушкăнĕ – вăл шутра партисенчен те, кандидатсенчен те, Чăваш Республикин Обществăлла палата йышĕнчен те – ĕçлерĕ. Вĕсем сасăлав епле пынин кашни самантне сăнаса тăчĕç.

Йĕрке хуралĕ те çирĕп пулнă. Районсем хушшинчи полицин «Вурнарский» пайĕн мĕнпур сотрудникĕ малтанхи каçран тытăнса мĕн суйлав участокĕсем хупăничченех йĕркелĕхе тимлĕ сыхланă. Вĕсене Шупашкарти ĕçтешĕсем те пулăшнă.

Пĕтĕмлетÿсем паллă ĕнтĕ. Вăрнар муниципаллă округĕн пĕрремĕш сасăлаври депутатсен Пухăвĕ йĕркеленчĕ. Ку йышран пурте – палланă-пĕлнĕ ятсем, район аталанăвĕшĕн тĕрлĕ сферăра тимлекенсем. Ытларахăшĕ – район Пухăвĕн малтанхи йышĕнче пулнисем.

Вăрнар хула округĕнчен чи нумай сасă пухса Буданова Елена Хасиятулловна (69, 64%), Захаров Евгений Анатольевич (74,93%), Яковлев Владимир Сергеевич (76,32%), Киметов Рифкат Шамдинович (79,17%), Ильин Сергей Петрович (66,03%) депутата тухнă.

Аçăмçырми округĕпе – Попов Владислав Юрьевич (53,55%),

Малти Ишек округĕпе – Ананьев Василий Николаевич (36,68%),

Упнер округĕпе – Шашкаров Александр Геннадьевич (53,68%),

Мăн Явăш округĕпе – Спиридонов Геннадий Петрович (86,62%),

Пăртас округĕпе – Николаев Виталий Васильевич (55,01%),

Ярмушка округĕпе – Сорокин Георгий Геннадиевич (72,55%),

Ершепуç округĕпе – Максимов Александр Нестерович (60,43%),

Калинино округĕпе – Николаева Венера Эриковна (59,30%),

Кĕçĕн Кипек округĕпе – Шумилов Валерий Филиппович (87,43%),

Уравăш округĕпе – Ехлаков Игорь Юрьевич (59,92%),

Уйкас Кипек округĕпе – Алексеев Вячеслав Николаевич (86,56%),

Санарпуç округĕпе – Петров Андрей Робертович (66,80%),

Шĕнер Ишек округĕпе – Анисимов Сергей Николаевич (62,63%),

Çĕрпел округĕпе – Романов Геннадий Васильевич (67,98%).

Депутатсен пысăк пайĕ «Единая Россия» партирен, иккĕн кăна – А.Максимов тата И.Ехлаков – «Справедливая Россия – Патриоты – За правду» партирен.

Депутатсен çĕнĕ корпусĕ  те халăх шанăçне тÿрре кăларса малашне Вăрнар муниципаллă округ  аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçлĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика