1914 çул. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Çав çулах Раççейре çĕнĕ чукун çул тума палăртнă. Мускавпа Хусана тÿреммĕн çыхăнтарма. Çĕршывшăн питĕ кирлĕ стройка вăй илнĕ. Халăх йышлă. Пĕтĕм çĕршывĕпех пуçтарăннă% вырăссем, чăвашсем, мордвасем, тутарсем тата ытти халăх çыннисем.
Çĕнĕ çулăн пĕр сыпăкĕ чăваш çĕрĕсем витĕр иртнĕ. Ку тапхăрта икĕ станци лартма палăртнă. Пĕри пирĕн енче – вăрман варринче. Чукун çул картти çине «станция Вурнары» тесе çырса хунă. Ун ятне вăрманти пĕчĕк юханшывпа çыхăнтарнă. Вурнарка – таса çăлкуçсенчен пуçтарăннă тăрă шывлă пĕчĕк çеç юханшыв.
«Вурнары – Вурнарка» янăравлă, кăмăла килĕшекен ятсем, тăван чăваш çĕрĕн тĕнчипех паллă вырăнсем шутне кĕнĕ.
Планпа палăртнă пек Вурнаркăн кăнтăр çыранĕнче чукун çул тăвакансем валли çĕнĕ çуртсем çĕкленнĕ. Çурçĕр енче строительство пынă. Пĕверен таса шыв лини айĕпе хунă тăрпасемпе çĕнĕ станци тунă çĕре кайнă. Шыв пуçтарма кирпĕч башня лартнă. Çав шывпа Вăрнар халăхĕ нумай çул усă курчĕ. Вăрнар чукун çул станцин никĕсне яма таврари ялсенчи чиркÿсен пачăшкисем, тиекĕсем пуçтарăннă. Çĕнĕ çул халăха илемлĕ, ырă пуласлăха илсе çитерессе шантарнă.
1917 çул. Çурла уйăхĕн тăваттăмĕшĕ. Çĕнĕ чукун çула хута янă кун. Вăрнар станцине хашлаттарса пĕрремĕш поезд çитсе чарăннă. Вăл Мускавран Вăрнар, Канаш станцийĕсем витĕр Хусана васканă. Уява халăх йышлăн пуçтарăннă% аякри, çывăхри чăваш ялĕсенчен. Çынсем пуçласа тимĕр ут, поезд курнă. Савăннă. Çĕнĕ çул – пирĕн чăваш халăхĕшĕн пысăк пуласлăх. Çĕнĕ пурнăçа уçнă пысăк алăк.
1914 – 1925 çулсенче Вăрнар поселокĕ Упнер ял Советне кĕнĕ. 1925 çулхи августăн 20-мĕшĕнчен кăна Вăрнар поселокĕн администрацине йĕркеленĕ. Туçи Уравăш вулăсне кĕнĕ. Çав çулах Туçи вулăсне Вăрнара куçарнă. Çак вăхăтран Вăрнар поселок администрацийĕ ĕçлеме пуçланă. Поссовет председателĕ пулма М.П.Карамзина суйланă.
1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Вăрнар районне йĕркеленĕ. Вăрнар поселокне райцентр тунă. Пĕрремĕш райĕçтăвком председательне А.Х. Харитонова суйланă.
Стройка ĕçĕсем вĕçленнĕ май, нумайăшĕ малалла çĕнĕ вырăнсене куçса кайнă. Вăрнар çĕрĕсем çинче юлакансем те йышлă пулнă. Уйрăмах таврари ялсенчи чăвашсем. Çĕнĕ чукун çул çинче ĕçсем çителĕклех пулнă. Майĕпен станци çумнерех пурăнмалли çуртсем лартма пуçланă. Çапла пулас поселокра пĕрремĕш урам йĕркеленнĕ. Ăна Чукун çул ĕçченĕсен урамĕ тенĕ.
Вăрнар поселокĕнче пĕрремĕш çурт Упнер ял çыннисен, Андрей Григорьевич Чашкинпа унăн ывăлĕн Василийĕн, пулнă. Вĕсем ялта тырă-пулă çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Çав вăхăтра çĕнĕ стройкăра вăй хунă. Тепĕр çулнех, 1918 çулта, Чашкинсенчен инçех те мар чукун çул ĕçченĕн Андрей Ефимович Фроловăн çемйи тăванĕсемпе икĕ çурт лартнă. Пĕри икĕ хутлă илемлĕн курăннă. Фроловсем Чулхуларан. Çемйипех чукун çул çинче ĕçленĕ. Вăрнар поселокĕ вĕсемшĕн тăван кил пулса тăнă. Химзаводра ĕçленĕ. Халĕ те тивĕçлĕн тăрăшаççĕ. Ырă кăмăллă, тава тивĕçлĕ çынсем.
1921 çултанпа Вăрнар поселокĕ вăйлă аталаннă, ÿссе, сарăлсах пынă. Ытларах суту-илÿпе тăрмашакансем çĕнĕ чукун çул станцине килĕштернĕ. Вăрманта ĕçлекенсен йышĕ ÿснĕ. Вĕсем хушшинче Вăрманкасри Захаровсемпе Антоновсем. Сурăмран – Игнатьев, Етĕрнерен – Овчинников. Хăма çуракан цехсем уçнă. Кирпĕч çапаканни, атă-пушмак тăваканни тата ытти те. Пур те тенĕ пек тухăçлă ĕçленĕ. Патшалăх та аякран сăнаса тăман. Вăрман хуçалăхĕсем йĕркеленĕ. Пурнăç çĕнелсе малалла аталансах пынă.
1924 çул вĕçнелле поселокри пĕрремĕшпе иккĕмĕш урамсем çĕнĕ çуртсемпе тулнă. 1925 – 1935 çулсенче тата тепĕр 4 урам йĕркеленнĕ.
1925 çулта Вăрнарта пурĕ те 68 кил-çурт, 455 çын пулнă-тăк, 1930 çулта вара 143 килте 950 çын пурăннă. 1940 çулта 454 килте 2270 çын шутланнă.
1920 çулта Андрей Ефремович Фролов çуртĕнче пĕрремĕш шкул уçăлнă. 20 ача пуçтарăннă. Учительница Нина Ильинична Краснова пулнă. Шкул çулне çитнĕ ачасен шучĕ ÿссех пынă. 1925 çулта çĕнĕ шкул уçнă – хальхи Ленин тата К.Маркс урамĕсен кĕтесĕнче. 1933 çулта пĕрремĕш урамри икĕ хутлă йывăç çурта куçарнă. Малтан 7 çул, унтан 8 çул вĕренмелли шкул пулнă. 1934 çулта вăтам шкул ятарлă тунă икĕ хутлă çуртра ĕçленĕ. 1938 çулта çунса кайнă. Вăрçă хыççăн 1957 çулта çеç кирпĕчрен тунă çĕнĕ шкул уçнă. Çунса кайнă шкул вырăнĕнчех. Хальхи вăхăтра Вăрнарта икĕ вăтам пĕлÿ паракан шкул ĕçлет.
Мăнастир. 1896 çулта 6 чăваш хĕрĕ Кушлавăш вăрманĕнче хĕрарăмсен мăнастирне уçнă. Вăл Кушлавăш чиркÿ прихутне кĕнĕ. Малтанах пурăнмалли çуртпа кĕлĕ çуртне туса лартнă. Кушлавăш пачăшки – Ломоносов. Революци хыççăнах мăнастире хупнă, 1919–1922 çулсенче ун çурчĕсенче учительсем хатĕрлекен виçĕ çуллăх курссем уçнă.
1922 çулта мăнастире Шупашкартан сельхозтехникума куçарнă. Кунта агроном-утарçăсене хатĕрленĕ. 1929 çулта Вăрнарта зооветтехникум уçнă.
Вăрнарти зооветтехникум Чăваш енри чи аслă вĕренÿ учрежденийĕ шутланнă. Çултан-çул аталанса пынă. Вăтам пĕлÿллĕ ветеринарсем, зоотехниксем, агрономсем вĕрентсе кăларнă. Çĕнĕ вĕренÿ çурчĕсем, пурăнмалли общежити хăпартса хута янă. Пĕрремĕш директор – Я.П.Ятманов. Ун хыççăн Р.И.Осипов, В.М.Ведин тава тивĕçлĕ руководительсем пулнă. Ыттисем те тăрăшса ĕçленĕ.
Химзавод. 1930 çулта Вăрнарта фосфорит заводне хута янă. Вăл ял хуçалăх валли фосфорит çăнăхĕ кăларнă, 1941 – 1945 çулсенче – вăрçă хатĕрĕсем. Хыççăн каллех химпрепаратсемпе ĕçлет. 1930 çулта çĕнĕ завода хута янă çĕрте вăй хуракан рабочисене пурăнма 2, 3 хутлă кирпĕч-йывăç çуртсем туса лартнă. 50–60-мĕш çулсенче завод шучĕпе уйрăм пурăнмалли çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ. Вурнарка шывĕ хĕррипе химзаводăн пурăнмалли поселок уçăлнă. 1959 çулсем иртсен рабочисем валли темиçе хутлă чул çуртсем тума пуçланă. Юлашки çулсенче завод сулмаклă утăмсемпе аталанса пырать. ,çлекен çынсен шучĕ 800-тен иртет. Паян предприяти тĕнче таран кăтартуллă ĕçлет.
Пичет çурчĕ. Вăрнар районĕнче пичет çурчĕ 1930 çулта ĕçлеме пуçланă. Çак çулах ноябрĕн 1-мĕшĕнче «Социализм çулĕпе» хаçатăн 1-мĕш номерĕ тухнă. Малтан Улатăр типографинче çапнă, каярах – Вăрнартах. 1962 çулта хальхи типографие хута янă. Пĕрремĕш директорĕ Зубровский пулнă. 1967 çултан тытăнса 33 çул хушши ун директорĕнче манăн тимлеме тÿр килчĕ. Хаçат редакторĕсен йышĕнче пултаруллă та маттур çынсем ĕçленĕ.
Медицина. 1928 çулта Вăрнар поселокĕнче больница пулман. Чирлекенсем Уравăш вулăс больницине çÿренĕ. Унта 1897 çулта врач пункчĕ уçăлнă. 1900 çулта больница хута янă. Пĕр врач, пĕр фельдшер, пĕр акушерка, 3–4 санитарка ĕçленĕ. Стационарта 15 койка пулнă.
1928 çулта январьте Вăрнар поселокĕнче пĕрремĕш фельдшер пункчĕ уçăлнă. Фельдшерĕ – Г.Е. Тарабашкин. Хальхи военкомат çуртĕнче 1929 çулта врачпа акушер пункчĕ, пилĕк койкăллăскер, ĕçлеме пуçланă. Акушерка – Ольга Элькидина. 1930 – 1931 çулсенче çĕнĕ йывăç больница çуртне туса лартнă. Сыватмăшра 1932 çулта 15 койка пулнă. Пĕр врач Идалия Домбровская (полячка) тимленĕ. Кунтах амбулаторипе аптека ĕçлеме пуçланă.
1953 çулта поликлиника уçăлнă, унтан 2 хутлă сывату корпусĕ (1970), 3 хутлă поликлиника (1975) çĕкленнĕ. Хальхи вăхăтра район тĕп больници тытăмĕнчи сывату учрежденийĕсен сăн-сăпатне улăштарассипе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Çулсерен çĕнелнĕ ФАПсем уçăлаççĕ.
Вениамин Сорокин.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |