«Симĕс ылтăн» ытамĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2022, 09:30 Просмотров: 301

Районти пĕртен-пĕр ял хуçалăх организацийĕнче – «Агрохмель» агрофирмăра –  хăмла çитĕнтереççĕ.  Хальхи вăхăтра, хĕрÿ ĕççи пынă тапхăрта, кунта иртен пуçласа каçчен техника шавĕ тăрать. «Агрохмель» хастарĕсем каçхи 10 сехетченех  тăрăшаççĕ.  Йĕпе-сапаллă çанталăк тăнă май чĕрĕрех хăмлана типĕтмелли агрегата икĕ хутчен яма тивет.

«Симĕс ылтăн»  плантацийĕ пĕтĕмпе 22 гектар, пĕрре тинкерсессĕн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть тейĕн.   16 гектарĕ тухăç параканни, ытти лаптăкĕнче çак культура тепĕр виçĕ çултан пухмалăх çитĕнĕ.

 Хăмла лаптăкĕ  пушансах пырать.  Кунне икĕ пин тоннăна яхăн татса типĕтеççĕ.   Александр Тихонов хăмла аврисене хастар касать.  Ял хуçалăх культурине уй-хиртен  Вячеслав Воронцовпа Петр Алексеев механизаторсем вăхăтра турттараççĕ. ,ç кал-кал пырать. «Шăнтиччен пухса кĕртмеллех. Пĕр пучах та ан юлтăр», – терĕç бригада ĕçченĕсем. 

Агрофирма тилхепине тытса пыраканĕ – ятлă-сумлă ертÿçĕ. Борис Николаевич Семеновăн  вăйлă енĕсенчен пĕри – ял хуçалăх ĕçне чун-чĕререн парăнни, пуласлăхшăн тăрăшни.  Вăл хăйĕн тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçĕ-хĕлĕпе çынсен шанăçне тÿрре кăларать. Хуçалăха ÿсĕмлĕ аталантармалли майсем шырать, ялти производствăна çĕклес тесе  ырми-канми тăрăшать.

Агрофирмăра çĕрпе типтерлĕ усă кураççĕ, пушă выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Кашни гектартан пысăк тупăш  кÿрекен культурăсен лаптăкĕсене çулсерен анлăлатса пыраççĕ.  «Агрохмельте» хăмлан вăйлă тухăç паракан «Подвязный», «Крылатский», «Смолистый» сорчĕсене çитĕнтереççĕ.  Пĕлтĕр типĕ çанталăка пула ял хуçалăх культурине шăварнă. Мелиораци ĕçĕсем ирттерме Борис Николаевич ятарласа пĕве те  чавтарнă. Кăçал çулла çителĕклĕ нÿрĕк пулнипе хăмлана шăварман.

Ял хуçалăх отрасльне аталантарма çăмăл мар, анчах та Борис Семенов хавхаланса ĕçлеме пĕлет. Çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Хресчен чунĕллĕ çынран шăпах çакна кĕтмелле те.

–  Техника туянмалла, çĕнĕ кĕлетсем çĕклемелле... – çирĕплетрĕ Борис Николаевич.

Тăван ен, тăван уй-хир вăй-хăват парсах тăрать ăна. Çавăнпа та малашлăхшăн вăй хурсах ĕçлет пултаруллă ертÿçĕ. Хăмла ÿстерес ĕçе чĕртсе тăратас тесе нумай тăрăшнă. Пуян опычĕ чылай çул хушши туптаннă. Палăртса хăвармалла, Борис Семенов ку отрасле аталантарассипе  27 çул ăнăçлă ĕçлет.  Коллектива маттур та правур çынсене  пухнă.  Хăмла татса тирпейлессипе, акă,  25 çын вăй хурать. Çамрăксем те пур. Вĕсенчен пĕри – Алексей Шаталов. Хулара çитĕннĕскер аслă ĕçтешĕсенчен юлмасть.

Коллектив туслă. Аслă патриархăмăрăн Иван Яковлевăн халалĕ аса килчĕ.

– Килĕштерсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна  пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр, – тенĕ вăл.  Иван Яковлев халалне агрофирмăра асра тытаççĕ. Пĕр тĕллевпе тăрăшаççĕ.

Хуçалăхра тырпул, çĕрулми акса-лартса çитĕнтерессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне люцерна, козлятник, йĕтĕн, фацели, эспарцет лаптăкĕсем те пур.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика