Вăхăтра тĕрĕслеттермелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.03.2018, 15:05 Просмотров: 582

Раççейре тÿлевсĕр профилактика медицина тĕрĕслевĕ – диспансеризаци ĕçлеме пуçланăранпа çĕр-çĕр çын сывлăха вăхăтра сиплеме пултарнă.

Ун усси курăмлă – тĕрĕслев вăхăтĕнче çынсем хăйсем ку таранччен чирпе аптăранине ăнкарманнине çиеле кăлараççĕ.

2017 çулта Чăваш ен больницинче ку ĕçе  малалла тăснă, диспансеризаци витĕр 220 пин ытла çын тухнă. 20709 пациент вăл е ку чирпе чирленине пуçласа палăртнă.

Вăрнар районĕнче 2017 çулта ку мелпе плана кĕртнĕ 5412 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Сывлăх ушкăнĕсем çине уйăрас пулсан кăтартусем çапларах: сывлăх енчен 1-мĕш ушкăнрисем – 1426 (26,3%), 2-мĕш ушкăнрисем – 955 çын. 3-мĕш ушкăнрисем, вăрах чирпе аптăракансем – 3031ен е диспансеризаци тухнисен пĕтĕмĕшле хисепĕн 56 проценчĕ. 

Инфекцилле мар чирсенчен чи анлă сарăлнисем шутне тĕрĕс мар апатланнине (61,1 %), самăрлăха (49,2 %), юн пусăмĕ пысăк пулнипе (37,4 %) хускану сахал тунине  (8,4 %) тата гипергликемие (8,2 %) кĕртмелле.

Диспансеризаци вăхăтĕнче пуçласа чирленĕ 1155 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вăл шутра 296 тĕслĕхĕ – эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе, 230-шĕ – вар-хырăм чирĕсемпе, 168-шĕ – юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсемпе, 194-шĕ – шăк çулĕсен тытăмĕн чирĕсемпе тата ыттипе çыхăннă.

Пĕлтĕр çавăн пекех стационарлă учрежденисенче пурăнакан тăлăх ачасене, çавăн пекех пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнĕ ачасене хушма тĕрĕслев витĕр кăларнă. Пĕтĕмпе 164 ачана.

Кăçал 21 çул тултарнă çынсем пурте диспансеризаци тухма пултараççĕ. Çул ÿсĕмĕ виççĕ çине пайланакансен вара обязательнăй майпа сывлăхĕсене тĕрĕслеттермелле: 1997, 1994, 1991, 1988, 1985, 1982, 1979, 1976, 1973, 1970, 1967, 1964, 1961, 1958, 1955, 1952, 1949, 1946, 1943, 1940, 1937, 1934, 1931, 1928, 1925, 1922 çулсенче çуралнисен. Ытти çулсенче çуралнисем профилактикăлла медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултараççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика