Ăсталăха ÿстерет, ĕçре пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.09.2022, 08:34 Просмотров: 286

Республикăра тунтикун «PRрофи-21» професси ăсталăхĕн иккĕмĕш конкурсĕ старт илнĕ.

Ку проекта патшалăх влаç органĕсенче общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалистсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, студентсем, 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем, медиаклубсен, медиацентрсен тата медиастудисен членĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса хутшăнас текенсен сайтра анкета тултармалла, видеосалам, проект презентацине вырнаçтармалла, тест ыйтăвĕсене хуравламалла. Регистраци ноябрĕн 6-мĕшĕччен пырать.

Куçăм тапхăрне тата финалне декабрьте ирттерме палăртнă. Ун чухнех общественноçпа çыхăну йĕркелес тытăмри экспертсем семинар йĕркелĕç.

Иртнĕ çулхи конкурсăн çĕнтерÿçи – Анна Иванова. Халĕ вăл Чăваш ен цифра аталанăвĕн министрĕн заместителĕнче тăрăшать.

– Журналист пурнăçне чăнлăха халаллать, информацие халăх патне чи малтан çитерет. Çавна май унăн вĕренмелле, аталанмалла, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалла. Хальхи вăхăтра PR-специалист профессийĕ çĕнĕ статус илчĕ. Маншăн конкурса хутшăнни чи малтанах професси ăсталăхне ÿстерни, пĕр картлашка çÿлерех хăпарни пулчĕ. Пурнăçра чи кирли – яланах аталанма, лайăхрах пулма тăрăшни. Ку проект – çĕннипе тата кăсăклипе паллашма май паракан шанăç. Хăвна хăв – хăранине, кахалланине, иккĕленнине – парăнтарсан кăна çĕнтерÿçĕ пулатăн. Общественноçпа çыхăну йĕркелес енĕпе ĕçлекен специалистсене тата студентсене конкурса хутшăнма йыхравлатпăр. Конкурс вăхăтĕнче ĕçтешсен опычĕпе паллашни PR-специалистсен квалификацине ÿстерме пулăшнисĕр пуçне пĕрлехи вăйпа Чăваш Республикинчен Раççейре палăрса тăракан регион туса хума май килессе шанса тăратăп, – пĕлтерет Анна Владимировна.

Иртнĕ çул ку конкурса пирĕн районтан та иккĕн – район администрацийĕн информатизаци секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Анисимова тата «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн общественноçпе çыхăнса ĕçлекен специалисчĕ Людмила Иванова – хутшăннăччĕ, финала тухнăччĕ.

– Конкурс вăхăтĕнче пресс-релиз сывлăх сыхлавĕн темипе çырма тиврĕ. Маншăн, паллах, промышленность предприятийĕн тытăмĕнче ĕçлекенскершĕн, ку тема урăхларах, анчах та ăна хатĕрлеме пултартăм. Конкурса хутшăннă май хăвăн ĕç çине çĕнĕлле пăхатăн. Пуçа çĕнĕ шухăшсем пырса кĕреççĕ. Ĕçре те çак пулăшса пырать, конкурс, семинар вăхăтĕнче илнĕ пĕлĕве ĕçре çирĕплетсе пыратăп. Ман шутпа, çакнашкал професси тупăшăвĕсене хутшăнмаллах, вĕсем професси тĕлĕшĕнчен ÿсме пулăшаççĕ, – пĕлтерчĕ, акă, Людмила Иванова.

– Конкурс опытпа ылмашăнмалли тата хутшăнмалли лайăх площадка пулса тăчĕ. Ун куçăмлă тапхăрĕнче ĕçре усă курмалли, интересли, усăлли чылай пулчĕ. Кунашкал тупăшăва пуçласа хутшăннă май, мана вăл хăйнеевĕрлĕ çунат пачĕ. Хамăрăн пĕлĕве, ĕçе кăтартнисĕр пуçне ĕçтешсемпе калаçрăмăр. Пиар-проектсем, пресс-релизсем хатĕрлерĕмĕр, федераллă тата регионти экспертсен ыйтăвĕсене хуравларăмăр. Конкурса хутшăнни, интереслĕ çынсемпе, шухăшсемпе паллашни  кăмăла çĕклерĕ. Çакă хам çине тата хамăн ĕç çине  урăхларах пăхма май парать, малашнехи ĕçре хавхалантарать, – терĕ Елена Анисимова.

Кăçалхи конкурса хутшăнакансен категорине анлăлатни вăл тата та кăсăклăрах, çивĕчрех иртесси куçкĕрет. PR-специалистсене ăнăçу сунатпăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика