Раççей Çутĕç министерстви авăн уйăхĕн пуçламăшĕнчен масштаблă проект ĕçе кĕртнĕ. Çавна май кашни тунтикун пур шкулта та вĕренÿ эрни «Чи кирли çинчен калаçусем» темăпа иртекен класс сехетĕнчен тытăнать. Тĕп темăсем – патриотизм, гражданла воспитани, истори пĕлĕвĕсем, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем, экологи тата ыттисем.
Ку эрнере пур шкулта космос вĕçевĕсен теорийĕпе практикине никĕслекенĕ Константин Эдуардович Циолковский пирки калаçнă. Ачасем изобретателĕн тата ученăйĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă. Константин Циалковский çуралнăранпа 165 çул çитнĕ.
Вĕренекенсем ученăй ачалăхĕпе кăсăкланнă. Космос темипе ÿкерчĕксем тунă. Тĕслĕхрен, Калининăри шкулти виççĕмĕш тата тăваттăмĕш классен ертÿçисем Марина Матвеевăпа Нина Капитонова «Тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхĕсем» курав йĕркеленĕ. Иккĕмĕшсем ракета моделĕсене хатĕрленĕ. 8-9-мĕш классенче «Раççейĕн мăнаçлă ученăйĕсем» пĕлÿ аукционĕ ирттернĕ. Ытти шкулта та пĕлтерĕшлĕ мероприятисем йĕркеленĕ.
Тепĕр эрнере класс сехетне ватăсен кунне халаллĕç. Чи кирли пирки калаçусем йĕркелеме министерство методика материалĕсем хатĕрленĕ, вăл шутра – тĕрлĕ сценарисем, видеороликсем, инструкцисем. Кашни ÿсĕм валлиех пур. Палăртмалла, класс сехечĕсене Çутĕç министерстви сĕннĕ пек ирттерме те, педагогсем хăйсем суйлама та пултараççĕ. Сергей Кравцов министр çирĕплетнĕ тăрăх, учителĕн лекци ирттерессинчен пăрăнмалла, темăсене сÿтсе явма ачасене те хутшăнтармалла. Паллах, ашшĕ-амăшĕн те воспитани ыйтăвĕсене пысăк тимлĕхе илмелле.
Тематика сехечĕсене класс ертÿçисемсĕр пуçне истори, обществознани предмечĕсене вĕрентекенсем, шкул музейĕсен ĕçченĕсем тата ыттисем ирттерме пултараççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |