Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Пĕрлешсе ĕçлени пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.03.2018, 15:07 Просмотров: 348

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырăвĕ ку хутĕнчи Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми пулса тăчĕ.

Вăрнар районĕнче яланхиллех пилĕк ушкăн ĕçлерĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕпе Сергей Павловпа пĕрле Мăн Явăшри, Çĕрпелти, Ершепуçĕнчи ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă.

Мăн Турхан ял тăрăхĕнче пурăнакансем пуху пуçланичченех хăйсене хумхантаракан ыйтусем тавра хĕрÿ калаçрĕç. Тĕп вырăнта, пур çĕрти пекех, сĕт хакĕ ытла пĕчĕкки пулчĕ. «Хăшĕсем сĕт сутнипе кăна тупăш илеççĕ-çке. Ачасене, çемьене мĕнле тăрантармалла; Мĕншĕн нимĕнле мера та йышăнмаççĕ сĕт туянакансем тĕлĕшпе; Хăшĕсем сăвакан ĕнесенех сутма тытăнчĕç...», – пăшăрханса пĕлтерчĕç вĕсем.

Çавăн пекех ку тăрăхри халăха Мăн Турхан клубĕ ĕçлеме пăрахни кулянтарать. «Халĕ çамрăксен ăçта пухăнмалла, юнашар ялсем те аякра вырнаçнă», – терĕç вĕсем.

Информаци кунĕпе çыхăннă темăсем лару-тăрăва ырă енне улăштарасса çирĕп шанаççĕ мăн-турхансем. Кунти ушкăна ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов Раççей Президенчĕн Çырăвĕнчи халăх пурнăçĕн тăнăçлăхне ÿстерессипе çыхăннă самантсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Унта лартнă задачăсене çынсемсĕр, пĕрлешсе ĕçлемесĕр, сывă пурнăç йĕркине тытса пымасăр пурнăçлаймассине палăртрĕ.

Çавăн пекех Денис Юрьевич Раççей Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе те паллаштарчĕ. Мăн-турхансене çĕршывăн тĕп политика мероприятине хастар хутшăннăшăн тав турĕ, вăйлă Раççейшĕн пĕрлешсе ырă ĕçсем тума чĕнсе каларĕ.

Мăн Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Григорьев поселенире пĕлтĕр пурнăçланă ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ, кăçала палăртнă задачăсене уçса пачĕ. Ку тăрăхри кăçалхи чи пысăк ĕçсенчен пĕри – фельдшерпа акушер пунктне çĕклесси. Вăл Чăрăшкас Мăрат ялĕнче вырнаçмалла.

Олег Григорьев ытти хăшпĕр поселенире халăх пуçаруллă бюджет программине анлăн хутшăннине пĕлтерчĕ, мăн-турхансене те ку енĕпе хастартарах пулма ыйтрĕ. Кăçала вĕсем масар пÿртне юсама пĕр проект хатĕрленĕ. 148 пин тенкĕлĕх. Маларахри çулсенче халăх укçипе Чăрăшкас Мăратри, Элмен Сунарти масарсене юсанине пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Ытти ялсенчи çăвасене тирпейлĕх кĕртесси те тимлĕхрех.

Олег Григорьев çул ыйтăвĕ те çивĕч пулнине пĕлтерчĕ. Кăçал Элмен Сунарти Тĕп урамри çула вак чулпа хытарма планланă.

«Плансем пысăк. Вĕсене пурнăçлама халăхăн хăйĕн те хутшăнмалла», – терĕ Олег Валерьянович.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика