Патриотлăх, пĕрлĕх кирлĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.09.2022, 08:35 Просмотров: 296

Раççей Президенчĕ тухса калаçассине çĕршывра çеç мар, пĕтĕм тĕнчипех ытларикунхи каçранах кĕтрĕç. Кашниех тавçăрма хăтланчĕ – калаçу мĕн çинчен пырĕ-ши; Юнкун çĕршыв ертÿçи пĕтĕм ыйту çине пăнчă лартрĕ – тулли мар мобилизаци йĕркелессине пĕлтерчĕ.

Тĕп шухăшсем

Владимир Путин каланин тĕп саманчĕсем:

Ятарлă операцин тĕп тĕллевĕ – Донбасăн пĕтĕм территорине ирĕке кăларасси – малтанхи пекех улшăнми юлать. Луганск Халăх Республикине неонацистсенчен тасатнăпа пĕрех. Донецк Халăх Республикинче çапăçу пырать.

Раççей хăйĕн çывăх çыннисене палачсене аркатса тăкма памасть тата вĕсен шăпи çине аякран пăхса тăма пултараймасть. Донбасăн халăх республикисен парламенчĕсем, çавăн пекех Херсон тата Запорожье облаçĕсен çарпа гражданла администрацийĕсем ку территорисен пуласлăхне палăртма референдумсем ирттерме шутларĕç, çак утăма пурнăçлама Раççейрен пулăшу ыйтрĕç. Эпир референдумсем хăрушсăр иртчĕр тата çынсем хăйсен ирĕкне пурнăçлама пултарччăр тесе пĕтĕмпех тăвăпăр. Донецкпа Луганск Халăх Республикисенче, Запорожье тата Херсон облаçĕсенче пурăнакансенчен ытларахăшĕ палăртнă шухăша йышăнăпăр.

Ятарлă çар операцине тытăнсанах, вăл шутра Стамбулта ирттернĕ калаçусем хыççăн, Киев представителĕсем пирĕн сĕнÿсене аванах йышăнчĕç. Анчах та мирлĕ йышăну Анăçа килĕшмерĕ, çавăнпа та Киева калаçса татăлнисене пĕтĕмпех пăрахăçлама хушнă... Паян пирĕн Хĕçпăшаллă Вăйсем неонацистла формированисене кăна мар, коллективлă Анăçăн çар машинипе хирĕç кĕрешеççĕ. Ку лару-тăрура çак йышăну кирлĕ тесе шутлатăп% Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, хамăрăн халăхăн тата ирĕке кăларнă территорисенчи çынсен  хăрушсăрлăхне сыхласа хăварма Миноборона тата Генеральнăй штаб сĕнĕвĕпе – тулли мар мобилизаци йĕркелессипе – килĕшмелле. Указа алă пуснă, призыв ретне запасра тăракан граждансем кăна лекеççĕ, чи малтанах Хĕçпăшаллă Вăйсен ретĕнче пулнисем, çар-учет специальноçĕ тата опыт пуррисем...

Раççей гражданĕсем шанма пултараççĕ% çĕршывăн территорилле пĕрлĕхне, никама пăхăнманлăхне тата ирĕклĕхе сыхласа хăварăпăр. Тепĕр хут калатăп, хамăрăн мĕнпур хатĕрсемпе. Пире ядерлă хĕçпăшалпа хăратакансем вара пĕлччĕр – çил çаврăнса вĕсем майлă та вĕрме пултарĕ. Пирĕн историлле йăла – тĕнчепе хуçаланма тăрăшакансене, пирĕн çĕршыва аркатма хăтланакансене чарасси.

Республика та пĕр шухăшлă

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕн халăхăн пĕр пайне мобилизацилессине те, ятарлă çар операцийĕсен задачисене пурнăçлама промышленность комплексĕн ĕç-хĕлне тата лайăхлатассине те ырласа йышăннине пĕлтерчĕ. Çавна май вăл хăйĕн отпускне те вăхăт çитмесĕрех вĕçленĕ.

– Республика кирлĕ задачăсене пурнăçлассипе çийĕнчех ĕçлеме тытăнĕ. Ку вăл – Чăваш енри çынсен пĕр пайне, запасра тăракан çынсен тата çар-учет специальноçĕ пуррисене, мобилизацилесси; çар комиссариатне логистика тĕлĕшĕнчен пулăшасси; ятарлă çар операцийĕсене хутшăнакан граждансене пулăшасси. Оборона комплексĕн предприятийĕсем мобилизацилле ĕç режимĕ çине куçĕç. Пĕр çемьене те хамăр тимлĕхсĕр, пулăшусăр хăвармăпăр. Эпир хамăр ентешсене шанатпăр, вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă, çĕршыв тăнăçлăхне сыхласа хăварнă. Çавăнпа пĕрлех пирĕн Раççей Президенчĕ наци тĕллевĕпе лартнă социаллă экономика аталанăвне те тивĕçтермелле, ума лартнă плансемпе тĕллевсене пурнăçламалла, – тенĕ Олег Алексеевич.

Мобилизаци ресурсĕн пĕр проценчĕ

Раççей оборона министрĕ Сергей Шойгу тулли мар мобилизаци йĕркине резерври 300 пин çын лекессине пĕлтерчĕ. «Требованисен витĕмне лекекенсем вара Раççейĕпе пĕтĕмпе 25 миллион çын, вĕсен 161 проценчĕ кăна тулли мар мобилизаци ушкăнне кĕрет» – терĕ вăл.

Ун сăмахĕсемпе, мобилизаципе призыва лекнисем çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухаççĕ, çакăн хыççăн кăна палăртнă задачăсене пурнăçлама хутшăнаççĕ. С.Шойгу% «Студентсене, вузсенче вĕренекенсене нимле майпа та мобилизацилемĕç. Салтакра службăра тăракансене те мобилизаци пырса тивмест – вĕсем Раççей территорийĕнчех хăйсен тивĕçне пурнăçлĕç».

Тулли мар мобилизаци йышăннă хыççăн тем тĕрлĕ сас-хура та çуралчĕ. Çавăнпа та граждансене тимлĕ пулма, официаллă çăлкуçсен информацине кăна шанма ыйтаççĕ.

Повесткăна Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă ярса парĕç текен сас-хура та суя.

«Саккунпа килĕшÿллĕн, повесткăна çара кайма тивĕçлĕ çынна е вăл пурăнакан вырăнта, е ĕç вырăнĕнче парĕç. Урăх меслет çук. Тăванĕсем е пĕлĕшĕсем урлă та, электрон сервис пулăшнипе те повесткăна çитермеççĕ. Официаллă информацие çеç ĕненĕр», – асăрхаттарать Чăваш ен цифра министрĕ Кристина Майнина.

Кама пырса тивмест?

Саккунпа килĕшÿллĕн çак çынсене призыв пырса тивмест, пĕлтерет Раççей Оборона министерстви:

- броньри граждансем. Вĕсем шутне оборона промышленноçĕн предприятийĕсем кĕреççĕ;

- сывлăх тĕлĕшĕнчен вăхăтлăх çара юрăхсăр тесе йышăннисем;

- çемье членне е I ушкăнри инвалида яланлăх пăхакансем;

- иждивенире 16 çула çитмен 4 е ытларах ача пулсан;

-  унсăр пуçне амăшĕн 8 çула çитмен 4 е ытларах ача пулсан тата вĕсене ашшĕсĕр воспитани парать пулсан;

- «Мобилизаци хатĕрленĕвĕ çинчен» саккунăн 18-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн организацисенче палăртнă йĕркепе броньленисен отсрочка илме право пур;

- енчен те çар пенсионерĕ отставкăра пулсан (65 çултан аслăрах е сывлăх тĕлĕшпе) тата ăна çар учетĕнчен кăларнă пулсан;

- кам яланлăх Раççей тулашĕнче пурăнать тата çар учетĕнче тăмасть пулсан. Нумай вăхăтлăха мар ют çĕршыва кайнисем, Раççейре пурăннă вырăнта çар учетĕнче тăраççĕ пулсан вара призывниксен шутне лекеççĕ.

Референдум

Донецк тата Луганск Халăх Республикисенче, Херсон тата Запорожье облаçĕсенче пурăнакансем Раççей Федерацийĕн йышне кĕрес ыйтупа референдумсем пуçланчĕç.

Хальхи вăхăтра паникăна кĕрсе ÿкни вырăнсăр. Халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче кăтартнă пек патриотлăх, пĕрлĕх кирлĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика