Професси ăсталăхĕн çĕнтерÿçисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.03.2018, 15:07 Просмотров: 417

Районти вĕрентÿ ĕçченĕсем професси ăсталăхĕн конкурсĕнче тупăшнă.

«Çулталăк учителĕ – 2018» конкурсра, Вăрнарти 2-мĕш шкулта иртнĕскерте, районти чи пултаруллă вĕрентекенсем тупăшнă. Икĕ куна тăсăлнă вăл. Финала виççĕн тухнă: Кульцаври истори учителĕ Оксана Владимировна Росадина, Малти Ишек шкулĕн географи учителĕ Евгений Сергеевич Ефимов, Вăрнарти 2-мĕш шкулти математика учителĕ Наталия Михайловна Никитина. Уçă дискуссире вĕсем паянхи вĕрентĕвĕн чи çивĕч ыйтăвĕсем тавра калаçнă.

Пĕтĕм конкурс витĕр ăнăçлă тухса районта «Çулталăк учителĕ» ята Евгений Ефимов тивĕçнĕ.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен тепĕр – «Самый классный классный» конкурса вуннăн хутшăннă. Кăтартуллă занятисем Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта иртнĕ. Класс ертÿçисем ачасемпе калаçнă, класпа ĕçлес программăсене хÿтĕленĕ.

Кăçал ку конкурсра Хапăс шкулĕнчи 8-мĕш класс ертÿçине Евгения Ефремована çитекен пулман. 2018 çулхи çĕнтерÿçĕ ачасемпе чăнахах ĕçлеме пĕлнине кăтартнă.    

«Çулталăк воспитателĕ – 2018» конкурс тапхăрĕсем поселокри «Рябинка», «Березка» тата «Ручеек» ача сачĕсенче иртнĕ. Унта хутшăнакансем воспитанипе вĕрентÿ процесне йĕркелессине, ачасемпе епле ĕçленине кăтартнă, мастер-классене хутшăннă.

Районти тапхăрта мала тухассишĕн сакăр воспитатель тупăшнă. Пĕтĕм ĕçе хакланă хыççăн «Çулталăк воспитателĕ – 2018» ята «Солнышко» ача сачĕн музыка руководителĕ Татьяна Варенникова çĕнсе илнĕ.

Конкурсăн районти тапхăрĕнче çĕнтернисем сумлă ятсене Чăваш енре çĕнсе илессишĕн Шупашкарта тупăшĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика