Чун çирĕплĕхне туптанă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2022, 09:46 Просмотров: 567

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2001 çулхи мартăн 24-мĕшĕнчи Указĕпе РФ Хĕçпăшаллă Вăйсен Космос çарĕсене йĕркеленĕ. Вĕсем Раççейĕн хăрушсăрлăхне космосра тивĕçтереççĕ: тĕнче уçлăхĕнчи объектсене тишкереççĕ, хăрушлăхсене тупса палăртаççĕ, вĕсене тимлĕхре тытаç-çĕ. Профессилле уява вара Раççей Президенчĕн 2006 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.

Кашни çулах октябрĕн 4-мĕшĕнче Космос çарĕсенче службăра тăракансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак кун, 65 çул каялла, Совет Союзĕнче Байконур космодромран Çĕрĕн пĕрремĕш искусствăлла спутникне тĕнче уçлăхне ăнăçлă вĕçтернĕ. Орбита çине ăна çар çыннисем кăларнă. Спутник питĕ ансат курăннă: диаметрĕ 58 см, йывăрăшĕ 83,6 кг. Ун çинче 3 метрлă тăватă антенна çирĕплетнĕ. Çак вăхăтран çĕнĕ эра пуçланнă - космоса алла илни.

Космос çарĕсен профессилле уявне Çĕн Мĕлĕшре пурăнакан Николай Васильевич Бурмистровпа Хурăнсур Çармăсри Михаил Романович Кондратьев та паллă тăваççĕ.

1966 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Канашри пунктра çуркуннехи призывниксем тепĕр хут медицина тĕпчевĕ урлă тухнă. Июлĕн 4-мĕшĕнче çара каякансен эшелонĕ Казах Республикинчи Тюра-Там станцине çитсе чарăннă. Тавралла вĕçĕ-хĕррисĕр хăйăр, тĕттĕм ÿтлĕ çынсем, панама тăхăннă, хĕвел çинче пиçĕхнĕ салтаксем пулнă. Çанталăкĕ чăтма çук шăрăх тăнă.

Станцине çитсенех призывниксене çар чаçĕсем тăрăх уйăрнă. Çĕр çынна космонавтика отраслĕнчи кĕçĕн командирсемпе çар специалисчĕсене хатĕрлекен 28554-мĕш çар чаçне янă. Çак ушкăнра Хурăнсур Çармăс каччи Михаил Кондратьев та пулнă. Уравăшри Борис Сюмайкинпа Çĕн Мĕлĕшри Николай Бурмистров 113-мĕш площадкăна лекнĕ. Каярах кунти призывниксенчен 12471-мĕш номерлĕ çĕнĕ çар чаçĕ йĕркеленĕ. Малтанхи тапхăрта арми пурнăçĕ питĕ йывăр килнĕ. Кăнтăрла чăтма çук шăрăх тата сывлăш нÿрĕклĕхĕ питĕ пĕчĕк пулнăран салтаксем тăн çухатса ÿкнĕ. Каçпа та пăчă пулнă пирки йĕпе простыньпе витĕнсе çывăрнă. Казармăра канма хирти тарантул эрешменсем те чылай чăрмав кÿнĕ. Анчах ниме пăхмасăр салтаксем хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă.

Кĕçĕн командирсен курсне пĕтернĕ хыççăн М.Р. Кондратьев сержанта та 12471-мĕш çар чаçне отделени командирĕн должноçне куçарнă. Вăл ракетăна тытса пымалли автономлă системăн аслă операторĕнче вăй хунă.

1968 çулхи декабрьте Николай Бурмистрова, Борис Сюмайкина тата Михаил Кондратьева служба вăхăчĕ вĕçленнĕ пирки запаса кăларнă. Çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн, çар хатĕрленĕвĕнчи çитĕнÿсемшĕн чаç командованийĕ вĕсене пĕрре кăна мар хавхалантарнă, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăланă. Борис Сюмайкина тĕслĕхлĕ службăшăн Хисеп хучĕпе те чысланă. Унăн амăшĕ, Анна Николаевна, 12471-мĕш çар чаçĕн командованийĕнчен Тав çырăвĕ илнĕ. 1970 çулта Борис Яковлевич Н.Э.Бауман ячĕллĕ Мускаври патшалăх техника университетне вĕренме кĕнĕ. Кĕрешÿ енĕпе нумай ăмăртăва хутшăннă. 1972 çулта вăл классика кĕрешĕвĕн спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланă. 1991 çулччен Ракетăпа космос корпорацийĕн «Энергия» заводĕнче слесарьте, технологра, инженерта, аслă инженерта вăй хунă. Тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле ултă ача çуратса ÿстернĕ. Шел, 2005 çулта Борис Яковлевич пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.

Николай Васильевич Бурмистров демобилизациленнĕ хыççăн Канашри вакун юсакан заводра, каярах Вăрнарти хими заводĕнче, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ĕçленĕ. Çамрăк чухне вăл спортпа туслашнă, ялти тата районти ăмăртусенче малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. Мăшăрĕпе, Валентина Кирилловнапа, икĕ хĕрпе пĕр ывăла пурнăç парнеленĕ. Ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ специалистсем, ятлă-сумлă çынсем.

Хальхи вăхăтра Николай Васильевич тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ал усса лармасть, кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча-çимĕç çитĕнтерет, хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе те нумай тăрăшать. Ĕç ветеранĕ, социализмла ĕç ударникĕ.

Михаил Романович Кондратьев киле таврăнсан нумай çул «Янгорчино» тата «Хорнзор» хуçалăхсенче вăй хунă. Ăна «Космонавтикăн 50 тата 60 çулĕ» юбилейлă медалĕсемпе наградăланă. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Ялта тата тăван шкулта иртекен обществăлла мероприятисене активлă хутшăнать.

«Байконур» космодромра службăра тăнăранпа 50 çул ытла иртрĕ. Çавах та службăн кашни саманчĕ ветерансен куçĕ умĕнче.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика