Уяртсанах - уй-хире

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2022, 09:47 Просмотров: 687

Çумăрлă кунсем ытларах тăраççĕ. Ял хуçалăх машинисене уй-хире кĕме чăрмавлă. Йĕпе-сапаллă çанталăка пула хăшпĕр хуçалăхра пиçсе çитнĕ сар тыррине те пĕтĕм лаптăкран пухса кĕртеймерĕç.

Республикăри Гидрометеоцентр пĕлтернĕ тăрăх, 3 районта тăпра ытла нÿрĕ пулнине çирĕплетнĕ, çав шутра - Вăрнар енче те. Апла пулин те уяртсанах уй-хирте техника сасси илтĕнме тытăнать.

Тепĕр чух 3-4 сехет кăна ĕçлеме май килет, çапах та акнă-лартнă культурăсене пухса кĕртес тесе хресчен хĕвеллĕ çанталăкпа туллин усă курма тăрăшать. Ĕç çыннишĕн кашни культура хаклă. Чăвашăн «сарă ылтăнĕ» те, «симĕс ылтăнĕ» те пур. Çĕрулмийĕ те унăн «иккĕмĕш çăкăр» вырăнĕнче.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вырмалли кукуруза тата 400 гектар юлнă. Калас пулать, аш-какай комбиначĕн кукурузăна тырăлăх та тĕшĕлемелле. Вăл юпа уйăхĕнче кăна пиçсе çитĕ. «Броневик» кооперативра нумаях пулмасть çак культурăна пухса кĕртме пултарчĕç. «Механизаторсем таврана каç сĕмĕ çапичченех ĕçлерĕç», - палăртрĕç хăмăшсемпе мачамăшсем. Хуçалăхра кукурузăран выльăх-чĕрлĕх валли силос хыврĕç.

Районĕпе илсен çĕрулмине 137 гектар кăларнă, 3048 тонна пухса кĕртнĕ. Тухăçĕ начар мар. Хальлĕхе кашни гектартан вăтамран 223,3 центнер илеççĕ. Республикăри кăтарту - 235 центнер, пĕлтĕрхинчен пысăкрах.

Аграрисен ял хуçалăх таварне тупăшлă вырнаçтарас килет. Анчах та халĕ хресчен «сарă ылтăн» хакĕпе кăмăлсăр. Юлашки кунсенче тырпул тата йÿнелнĕ. Ял хуçалăх министерствинчен çирĕплетнĕ тăрăх, пĕр тонна 3-мĕш класлă тулăшăн 12, 25 пин тенкĕ, 4-мĕш класлишĕн 10,1 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Складсем пур хуçалăхсем тырра хаксем хăпариччен упрама пултараççĕ-ха. Ыттисен вара культурăна сутмах тивет. Тырă хакĕ пăшăрхантарсан та аграрисем килес çулхи тухăçшăн сахал мар тар тăкнă. Кĕракине 4713 гектар çинче ирттернĕ. Кĕрхи çĕртме сухи тăвас ĕç малалла пырать.

«Агрохмель» агрофирмăри хăмла плантацийĕнче техника шавĕ татăлма пĕлмест. Ĕçченсем «симĕс ылтăна» пухса кĕртессипе кунне-çĕрне уямасăр тимлеççĕ. Çак вăхăт тĕлне хăмла плантацийĕн 12 гектарĕ пушаннă. Тухăç - 17 центнер.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика