Пĕтĕм тĕнче умĕнче тăракан пысăк хăрушлăх - экстремизм тата терроризм - мирлĕ пурнăçа хаклакан кашни çыннах сисчĕвлентерет. Çавăнпа та пур вăя пĕрлештерни кирлĕ.
Правительство çурчĕн конференц-залĕнче «Террора хирĕç пĕрле» вĕрентÿ семинарĕ иртрĕ. Унта журналистсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен пресс-службисем хутшăнчĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Анна Петрова уçрĕ, терроризма хирĕç пыракан мероприятисене çутатас енĕпе редакцисен малалла та тĕллевлĕ ĕçлемеллине, конкурссене хастартарах хутшăнмаллине палăртрĕ.
Терроризмпа кĕрешесси - тĕнче шайĕнчи çивĕч тема. Семинарта сăмах илнисем нумаях пулмасть Удмурт Республикинчи Ижевск шкулĕнче пулса иртнĕ трагедине аса илчĕç. Чăваш енре лару-тăру лăпкă-ха. Анчах та терроризма хирĕçле тимлекен комисси аппарачĕн ертÿçи Евгений Терешин профилактика ĕç-хĕлне вăйлатассине тимлĕхрех тытмалла тесе палăртрĕ. Паллах, ятарлă органсен, вĕренÿ учрежденийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен пĕрле тачă çыхăнса тăрăшмалла. Вăл патриотлăх туйăмне вăратакан материалсем ытларах çырма сĕнчĕ.
Хальхи вăхăтра интернет уçлăхĕнчи хăшпĕр пĕлтерÿсем суя. Вĕсене «фейк» теççĕ. Чылай çын вуласа суяна ĕненет, чăна çавăрать. Чăваш ен прокурорĕн аслă помощникĕ Алексей Якушевич, Раççейри ФСБ-н республикăри управленийĕн сотрудникĕ Юрий Михайлов калем ăстисен информацие шанчăклă çăлкуçсенчен илмелле тесе çирĕплетрĕç.
Тĕрĕс мар, халăха хытах пăлхантаракан хыпар сарнăшăн явап тыттараççĕ. Вăл административлă кăна мар, уголовлă та пулма пултарать. Акă, ятарлă органсем республикăри пĕр хаçатăн ĕç-хĕлне тишкереççĕ. Суйса хыпарланине пула хăшпĕр наци çыннисем чутех хирĕçÿллĕ лару-тăрăва кĕрсе ÿкмен. Юрать, ĕç-пуçа йĕркелеме май килнĕ.
- Чи малтанах журналистсен массăллă информаци хатĕрĕсем пирки каланă саккуна çирĕп уямалла, - палăртрĕ Роскомнадзорăн территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Евдокимова.
Кăçал утă уйăхĕнче информаци технологийĕсем тата информацие хÿтĕлесси çинчен калакан федераллă саккуна тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн социаллă сетьсенче патшалăх, влаç тытăмĕ, этемлĕх тивĕçлĕхĕ пирки киревсĕр сăмахсемпе çыракансене явап тыттарма пуçлĕç.
Асрах тытмалла: экстремистсен ушкăнĕсем çывăрмаççĕ. Хăйсен идеологине тĕнчипех сарма тăрăшаççĕ. Усал ĕçе яшсемпе хĕрсене те явăçтараççĕ. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Семинара килнисене видеоролик кăтартрĕç, унта юсану колонийĕнчи пĕр çамрăк хăй мĕнле йăнăш çул çине тăни пирки каласа кăтартать. Вăл террорла идеологине сарнăшăн явап тытать, ырă мар ĕç тунăшăн питĕ ÿкĕнет.
Журналистсен пурнăçри пулăмсене çутатнă чух тĕрлĕ кăткăс лару-тăрура пулма тивет.Террористсене хирĕç операци ирттернĕ вăхăтра харпăр хăйне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене те семинарта сÿтсе яврĕç.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |