Çунакан хваттертен кăларнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2022, 09:49 Просмотров: 481

Пирĕн хушăра хăюллă, çынлăх хаклăхĕсене мала кăларакан ентешсем пурри чăнах та мăнаçлăх туйăмне çуратать. Çакăн пек хастарсем шутне Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн аслă полицейскине Алексей Одинцова та тивĕçлипе кĕртмелле.

Служба тивĕçĕпе те мар, урăхла тума пултарайманнипе вăл, хăйĕншĕн те хăрушлăх пуррине пăхмасăрах, инкеке лекнĕ çынна пулăшма васканă. Паттăрсене пирĕн пĕлмелле, мухтанмалла, вĕсенчен тĕслĕх илмелле.

Ытларикун ирхине, 7 сехетре, полици прапорщикĕ дежурствăна кĕме служба вырăнне çул тытнă. Яланах тимлĕ те сыхă пулма хăнăхнăскер, Ленин урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртăн пĕр чÿречинчен тĕтĕм мăкăрланнине вăл тÿрех асăрханă. Росгвардеец ним шутласа тăмасăрах çав вырăна ыткăннă. Ирхине кил хуçисем те çунакан пÿлĕмрех пулма пултарнине лайăх ăнланнă - вăхăта çухатма юраман.

Йăнăшман иккен вăл: пушар тухнă хваттере кĕрсенех тĕтĕмленнĕ пÿлĕмре ватă çынна асăрханă. 77-ри кинеми тĕпелте алхасакан çулăма хăй тĕллĕн сÿнтерме хăтланнă-мĕн. Вăл хăйне япăх туйнине, ăна сывлама йывăррине курса Алексей Одинцов ватă çынна хваттертен кăларма йышăннă. Ăна хăрушсăр вырăна илсе çитерсенех росгвардеец каялла таврăннă, инкеке лекме пултарнă ытти çынсем çуккине тĕрĕсленĕ. Çав вăхăтрах Вăрнарти 27-мĕш пушарпа çăлав чаçне те шăнкăравласа пĕлтернĕ, хăй вара ĕçтешĕсемпе пĕрле - ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн дежурствăри экипажĕпе - ку подъездра пурăнакансене эвакуацилеме тытăннă. Çийĕнчех килсе çитнĕ МЧС сотрудникĕсем вара пÿлĕмри вут-çулăма сÿнтерсе малалла сарăлма паман.

- Çакăн пек яваплă та ырă çамрăксем пур вĕт. Вăл килсе кĕмен-тĕк, çулăма çаплипех хамах сÿнтерме хăтланаттăм пуль. Тем курăттăмччĕ ĕнтĕ. Тепĕр кунне те килсе ман сывлăхпа интересленчĕ вăл, - куççульне пытараймасăр чунтанах тав тăвать Алексей Одинцова 77-ри Ольга Ивановна.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика