Сентябрьте иртнĕ сасăлав депутатсен çĕнĕ корпусне йĕркелеме май пачĕ. Малашне халăх суйлавçисем Вăрнар муниципаллă округ ыйтăвĕсене татса парассипе тимлĕç. Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, суйлав 19 округра иртрĕ.
Пĕрремĕш созыври Пуху йышне кĕнĕ 19 депутатран 15-шĕ - «Единая Россия» партирен, 2 депутат - «Справедливая Россия - Патриоты - За правду» партирен, иккĕн - самовыдвиженецсем.
Ытларикун вĕсем пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвне пуçтарăнчĕç. Вăрнар муниципаллă округĕн пĕрремĕш сасăлаври депутачĕсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев саламларĕ. Шантарнă ĕçсене пурнăçламаллине, вĕçне çитермеллине аса илтерчĕ, муниципаллă округ аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшма ăнăçу сунчĕ.
Кун йĕркине 20 ытла ыйту кĕртнĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, пурте йĕркелÿ, куçăм саманчĕсемпе çыхăннă. Вăрнар ТИКĕн председателĕ Людмила Уткина, суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă май, районта вăл пăтăрмахсемсĕр иртнине каларĕ. Çакă, паллах, халăх политика мероприятине лайăх йышăннипе çыхăннă.
Пухăвăн çĕнĕ председательне палăртиччен ларăва депутатсенчен чи асли тата ку ĕçре пысăк опыт пухнă Валерий Шумилов ертсе пычĕ. Вăл Пуху пуçне тăма палăртнă кандидатсемпе паллаштарчĕ. Çапла депутатсем пĕр саслăн председатель пулма Санарпуç округĕнчен суйланнă Андрей Петрова, заместителе Вăрнар округĕн депутатне Евгений Захарова шанчĕç.
Хăйтытăмлăх органĕнчи улшăнусене кура малашне ял тăрăхĕсем, вĕсен депутачĕсем пулмĕç. Депутатсен çĕнĕ корпусĕ ку енĕпе тата Вăрнар район Пухăвĕн ĕçне пăрахăçлассипе йышăнусем турĕç.
Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхне палăртассипе конкурс пулĕ. Депутатсем ăна ирттерес йĕркене палăртрĕç. Унччен Вăрнар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене Вăрнар район пуçлăхĕ Владимир Яковлев çине хучĕç.
Ларура çавăн пекех пĕрмаях ĕçлекен комиссисен йышне, ертÿçисене палăртрĕç, ытти ыйтусемпе йышăнусем турĕç.
Малашне Пухура «Единая Россия» партин ушкăнĕ пулĕ. Ку сĕнÿпе районти секретарь Владимир Яковлев тухрĕ.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев юнкун муниципалитет тата хула округĕсен нумаях пулмасть суйланнă депутачĕсемпе тĕл пулнă.
Республика ертÿçи пухăннисене халăх шаннă ĕçе пирвайхи кунранах çанă тавăрса кÿлĕнме чĕнсе каланă. Тĕллевсем уçăмлă - вĕсем республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программинче сăнланнă. Ăна хатĕрлеме залра ларакансенчен чылайăшне явăçтарнă, халĕ вара çак программăна пурнăçламашкăн тÿррĕнех хутшăнмалла. Пысăк ĕçре кашни депутат тÿпи пулмалла.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |