«Эпĕ çавăн пек тума пĕлместĕп-çке. Ку ăсталăх сана камран куçнă-ши, тет анне эпĕ тунă тухьясене савăнса пăхнă май. Хĕрĕм тăватă çулта чухне çуралчĕ алла шăрçа тытас, чăваш тĕррине эрешлес шухăш», - аса илчĕ Вăрнарта пурăнакан Ольга Николаева.
Кукамăшĕн туприне курнă хыççăн
Ольга Николаевна Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта фольклор кружокне çÿренĕ. Унтан вĕренсе тухсан музыка учительне вĕреннĕ. Çемье çавăрсан çамрăк амăшĕ хĕрне пĕчĕклех чăвашла юрлама хăнăхтарнă. Чăваш юрри-кĕввишĕн хыпса çунакан педагог ун валли тухья хатĕрлеме шухăшланă.
- Вăл вăхăтра интернет анлă сарăлманччĕ. Ал ĕçĕпе унта паллашма май пулман. Çавăнпа тăватă çулти хĕрĕм валли тухьяна ĕлĕкхи пек тума тăрăшрăм. Вĕсем кукамайăн Дарья Абрамовнăн пурччĕ. Унăн тенки-эрешне эпĕ курнă. Туй арăмĕсем валли те ăсталанă вăл. Мана та кĕмĕл тенкĕллĕ тухья парнеленĕччĕ. Ăна халĕ те упратăп. Çапла тĕвĕленчĕ çак ĕмĕт. Малтанлăха вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе çеç ăсталама шухăшланăччĕ. Шкулта ăс пухнă вăхăтра фольклор ушкăнне çÿренĕ чухне чăвашла юрласа ташлама питĕ юрататтăм. Хамăрăн наци тумĕ çав тери килĕшетчĕ. Тухья тума шухăшлани вăрттăн вăй илчĕ ĕнтĕ. Çапла пĕрремĕш ĕçе вĕтĕ шăрçапа çеç мар, тенкĕпех илемлетрĕм. Мăй çакки те ăсталарăм. Пĕчĕк хĕрача валли кĕпене кÿршĕпе пĕрле çĕлерĕмĕр. Вунпилĕк çул каялла тунăскерсем халĕ те упранаççĕ, - сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи тăватă ача амăшĕпе.
Иккĕмĕш тухйи унăн тата илемлĕрех пулса тухнă. Педагог çулсем иртнĕ май хăй шкулта фольклор кружокĕ ертсе пыма тытăннă. Унта çÿрекен хĕрачасене сцена çине тăхăнса тухма тухья кирлĕ вĕт. Ольга Николаевна ÿркенмен, каллех ал ĕçне пикеннĕ. Виççĕмĕш тухйине те хавхалансах хатĕрленĕ. Ăна ятарласа хăйĕн кума хĕрне парнеленĕ.
Йăнăшни те кăмăлне улăштармасть
- Тухьясем пĕрин хыççăн тепри хитререх пулма пуçларĕç. Самана улшăннă май интернетрисемпе паллашрăм. Ăна ăсталама вăхăт нумай иртмест. Малтанах çекĕлпе калпакне çыхатăп. Унтан темиçе тухья валли вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе хуратăп. Хыççăн сыпăнтарма тытăнатăп. Тÿрех темиçе тухья хатĕрлетĕп. Пĕрне ăсталаса, тен, пĕр эрне иртет пулĕ, - чун киленĕçĕн вăрттăнлăхне уçрĕ ал ăсти.
Вĕтĕ шăрçине, тенкине тата ытти хатĕре вăл Шупашкарта, Канашра е Вăрнарта туянать. Кĕмĕл тĕслĕ укçана ылтăн тĕспе сăрлать. Вĕсене мăшăрĕ Дмитрий Геннадьевич е ĕç урокĕнче арçын ачасем шăтарса параççĕ. Кил ăшшин управçи пусăрăнса лармалли ĕçе алла тытма ăçтан вăхăт тупать-ши/
- Чылай çын çапла ыйтать манран. Хам та пĕлместĕп, мĕнле ĕлкĕретĕп-ши/ Мăшăр полицире ĕçлесе пенсие кайрĕ. Вăл телевизор пăхнă вăхăтра эпĕ чун киленĕçĕпе аппаланатăп. Тĕрĕссипе, пĕтĕм ĕçе пĕрле пурнăçлатпăр. Кил-çурта тирпейлемелле-и е апат янтăламалла-и - шăкăл-шăкăл ĕçлетпĕр. Ачасем те наччасрах хам пата пырса ларса шăрçа суйлама пулăшаççĕ, - кăмăллăн калаçрĕ вăл.
Тухьяна фольклор кружокне çÿрекен ачасем валли ăсталанипе çеç çырлахмасть Ольга Николаевна. Вĕрентекенсем те ăна саккас пама тытăннă. Çĕнĕрен те çĕнĕ мелсене алла илет. Илемлĕрех пулса тухни тата ĕçлеме илĕртет. Пĕр тухья тума виçĕ пин тенке яхăн тăкакланине пытармарĕ вăл. Çемье тарăн ыйха путнă вăхăтра та вĕтĕ шăрçана алăран пăрахайманни час-часах пулать унăн.
- Ĕçе алăран ярас килмест. Кăштах йăнăш пулни те кăмăла улăштармасть. Сÿтсе тепĕр хут тăвасси те маншăн киленĕç. Хатĕр тухьяна чи малтан мăшăрăм хаклать. Ăна та, 17-ри аслă ывăла та тăхăнтартса пăхтаратăп. Вĕсем - манăн манекен вырăнĕнче пулаççĕ кун пек чухне, - шÿтлеме те ăста Ольга Николаева. - Шкулта кружокра ачасене те çак ĕçе хăнăхтарма пуçларăм. Пурин те алă пымасть паллах, анчах тăрăшаççĕ, кăсăкланаççĕ.
Ал ăстинчен хушпу-тухья туса пама ыйтакансем те пур. Вăл хăйĕн ĕçĕсене Хусана, Хабаровск крайне, Мускава ăсатнă. Хушпу-тухьяна çеç-и/ Фольклор кружокĕнче ачасемпе ташă хатĕрленĕ чухне акă пуканесем кирлĕ пулса тухнă. Ольга Николаевна туххăмрах ĕçе пикеннĕ. Чăваш ачисен чăвашла тумлантарнă пуканепе ташламалла! Пĕчĕк тухьясем ăсталама, кĕпесене çĕлеме ашшĕ-амăшĕ те, ачасем те пулăшнă. Шкулта чăвашлăхпа çыхăннă уявсенче час-часах куравсем йĕркелеççĕ вĕсем. Вăрнар поселокĕнчи таврапĕлÿ музейĕнчи курава та хутшăнать хастар вĕрентекен. Хăнасем чăваш капăрлăхне кăсăклансах пăхаççĕ.
Музыка учителĕнче 21 çул вăй хурать Ольга Николаевна. Малтан Хирпуç шкулĕнче ĕçленĕ, унтан Вăрнара куçнă. Тăватă тата ултă çулсенчи ывăлĕсем те юрра-кĕвве юратни сисĕнет. Килти пианино умне час-часах лараççĕ арçын ачасем, баяна та пырса туртаççĕ. Савăнма пĕлекен çын ыттисене те савăк кăмăл-туйăм парнелеме тăрăшать. Ольга Николаевна та çаплах. Лара-тăма пĕлмест вăл, вăхăт тупса уяв кĕрекисене ертсе пыма юратать. Вăл юрлани, баян калани аслăрах ÿсĕмрисене çеç мар, çамрăксене те питĕ илĕртеççĕ. «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать», «Пиç, пиç, палан» юрăсем ял-йыша уйрăмах тыткăнлаççĕ.
Ачасем халăх юррине юрласшăн
Пурнăçа юратакан, халăх йăли-йĕркине хисеплекен çын ĕмĕт-тĕллевсĕр пурăнмасть. Унăн ялан мĕн те пулин çĕнни тумалла, ыттисене савăнтармалла. Ольга Николаеван та çавăн пекех, Акă вăл тухья-хушпу ăсталама саккассем йышăннă. Çу кунĕсенче вĕсене тытма йывăртарах паллах. Çитменнине, Николаевсен ялта та пÿрт пур. Çулла унта пахчаçимĕç лартса ÿстереççĕ. Ĕçрен пушансен вăл каллех алла çекĕл, вĕтĕ шăрçа тытĕ, илем тĕнчипе киленĕ. Мĕн чухлĕ пултарулăх унра. Йăла-йĕркене упраса хăварас тĕллевпе çитĕнекен ăрăва вĕрентессишĕн хыпса çунать вăл.
- Ачасем чăвашла манса ан кайччăр. Ашшĕ-амăшĕ те чĕлхене упраса хăварассишĕн тăрăштăр. Поселокри шкулта чăвашла калаçакан ача сахал. Вĕсене сценарипе çырнине вĕренме йывăр. Хăйсем кăсăкланаççĕ - юрласшăн, ташласшăн, конкурс-мероприятие хутшăнасшăн, анчах чăваш чĕлхипе пуплевре усă курманни ура хурать. Хамăра хисеплесе чĕлхене аталантармалла, вăтанмалла мар. «Асаннĕрсемпе кукамăрсен арчисене уçса пăхăр-ха, мĕнле тумтир пур вĕсен», - тетĕп те ачасене, хĕпĕртесех: «Пирĕн пур!» - теççĕ. Урокра наци тумне тăхăнса чăвашла юрлама юратаççĕ. «Ай-яй, урамра кун пек чăнкăр-чăнкăр тухьяллă хĕре курсан хыççăн итлесе пырас килет, тенĕччĕ пĕр арçын ача. Апла çитĕнекен ăрура шанчăк пур», - кăмăллăн калаçрĕ чăваш хĕрарăмĕ.
Елена ЛУКИНА.
Ноябрь 2024 |