Вăрнарсем кăтартуллă ĕçлени килĕшнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2022, 08:53 Просмотров: 477

Уганда Республикин Раççейри чрезвычайлă тата полномочнăй представителĕ Мозес Кизиге ертсе пыракан делегаци Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пулнă.

Хутшăнусем йĕркелесшĕн

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕпе Владимир Свешниковпа тĕл пулнă май, пысăк хăна экономикăн тĕрлĕ сферинче хутшăнса ĕçлес тĕллевлĕ пулнине палăртнă.

Делегаци заводăн производство площадкипе паллашнă. Наукăпа производство центрĕнче ют çĕршыв çыннисене чĕртаварпа хатĕр продукцин пахалăхне тĕрĕслекен лаборатори оборудованийĕпе паллаштарнă тата çĕнĕ продукцие апробациленине кăтартнă.

Çавăн пекех хăнасем полимерлă тарăсем кăларакан цехра канистрăсен, савăтсен, флаконсемпе стакансен производствине пăхса тĕлĕннĕ. Кунта çулталăкне полимерлă изделисене пĕтĕмпе 21 миллион штука яхăн туса кăлараççĕ.

Гербицидсем кăларакан цехра тата склад çурчĕсене те çитсе курнă Уганда делегацийĕ. «Кунта туса кăларакан продукци пирĕн ял хуçалăхĕ аталаннă, халăх йышĕ ÿссе пыракан çĕршыва та кирлĕ. Унпа усă курни ĕçе алă вĕççĕн тăвассине самай чакарĕ, тырпул тухăçлăхне ÿстерме пулăшĕ, - тенĕ Посол Вăрнарти завод продукцийĕ пирки Угандăн ял хуçалăх министерствине пĕлтерессине палăртса.

Кăтартмалли пур

Уганда Республикинчен килнисен Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хуçалăхĕнче те курмалли чылай пулнă.

Çамрăк вăкăрсем валли тунă «швеци сĕтелĕ» уйрăмах хăнасене килĕшнĕ. Выльăха самăртмалли апат запасĕллĕ ятарлă площадкăн виçи вĕсене тĕлĕнтернĕ. Каламалла, пăру-ĕнесене кунта хăйсен уй-хирĕнче çитĕнтернĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса пата кăна çитереççĕ.

Выльăхсен сывлăхне епле çирĕплетнипе те хытах кăсăкланнă хăнасем. Хушка пуçсем уçă сывлăшра уçăлса çÿренисĕр пуçне массажа та юратаççĕ. Юн çаврăнăшне лайăхлатакан тата сăвăма ÿстерекен массажерсене кашни витерех вырнаçтарнă. Ĕне-выльăх унта черетпе пырса тăрать, канлĕхе туять.

Унсăр пуçне хăнасене выльăхăн паспорчĕпе те - чĕрчунăн мăйĕ çине тăхăнтартнă датчиксемпе паллаштарнă. Сывлăх çинчен калакан даннăйсем йăлтах тÿреммĕн компьютер çине килеççĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ертÿлĕхĕ çак условисем йăлтах пахалăхлă аш туса илесси тата продукци пахалăхĕ çине витĕм кÿнине палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика