Вырăнта ларакан музейсем кăна мар, кустăрмаллисем те пур. Чăваш ене «Çĕнтерÿ поезчĕ» каллех çитрĕ. Хальхинче вăл Çĕмĕрле хулинче чарăнчĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче кунта тылра хастар ĕçленĕ: снаряд ещĕкĕсем, йĕлтĕрсем, çунашкасем кăларнă, салтаксем валли тумтирсем çĕленĕ. Хутĕлев промышленноçĕ валли саккассем пурнăçланă.
«Ку пирĕншĕн историлле паллă пулăм», - палăртрĕ Çĕмĕрле муниципаллă округ ертÿлĕхĕ. Чукун çул вокзал территорийĕ халăхпа лăк тулчĕ. Кунта çĕмĕрлесем те, хăнасем те пулчĕç. «Çĕнтерÿ поезчĕ» музее вăрнарсем те - «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕпе Светлана Чикмяковăпа Елена Порфирьева редактор, Санарпуçĕнчи вăтам шкулти кадет класĕ - çитсе курчĕç. Музее чаплă лару-тăрура уçрĕç.
Çĕнтерÿ эшелонĕ тăрăх экскурсире Лидия Чухрай аудиогид пулăшнипе çÿретĕн. Кашни вакунра мĕн сăнланнине тĕплĕн ăнлантарать. Мирлĕ самана, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕсем, хальхи вăхăтри пурнăç - йăлтах куç умĕнче. Пĕтĕмпех чуна витерет, тарăн шухăша путарать.
Çĕнтерÿ поезчĕн вакунĕсене кĕрсе курнисем тĕлĕнмелле курав тесе палăртрĕç. Хальхи вăхăтри технологисем - мультимедийлĕ экрансем, видеопроекторсем, тач-панельсем, çутăсемпе сасăсен витĕмĕсем - пулăшнипе иртнине тавăрма, куç умне кăларма та пулать. Этем скульптурисем ?150 ытла% чĕрĕ çынсем пекех. Куравпа паллашнă хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче инкек тÿссе ирттернĕ халăхăн нуши-тертне уçăмлăрах ăнланатăн, тăнăç вăхăта ытларах хаклатăн. Мирлĕ пурнăçшăн паттăррăн кĕрешнĕ салтаксемпе офицерсем. Вут-çулăм витĕр тухса, концлагерьсенчи асапа тÿссе ирттерсе нимĕç фашисчĕсене аркатма пултарнă. Пурнăçа шеллемесĕр мирлĕ те янкăр тÿпешĕн кĕрешекен халăха çĕнтерейместĕн.
Тылри пурнăç пĕрре те лăпкă пулман. Вăрçă вăхăтĕнче ученăйсем, конструкторсем пĕр çеккунт та ĕçлемесĕр ларман. Вĕсене пула ĕнтĕ çар техникин хăватлăхĕ ÿссе пынă. Ĕç хастарĕсем фронта кирлĕ задачăсене пурнăçлама пулăшнă. Аслă Çĕнтерÿ те хăвăртрах çывхарнă.
Санитари вакунĕнче медицина ĕçченĕсен иксĕлми хастарлăхне те куратăн. Поездсем тулли чух кашни медсестран 100 ытла аманнă çар çыннине сиплеме тивнĕ. Тухтăрсем те çĕрĕпех куç хупман.
Акă аудиогид малалла каласа парать. Фронтовиксен тепĕр чухне мунчапа прачечнăй поезчĕсенче кăна йĕркеллĕ çăвăнма май килнĕ. Унта душ кабинисем, дезинфекци камерисем пулнă. Çак вакунтах музейпе паллашакансем пĕр-ремĕш хут нимĕçсене кураççĕ. Вĕсене Сталинград патĕнчи çапăçура тыткăна илнĕ те совет командованийĕ хушăвĕпе мунча вакунне илсе килнĕ, вĕсем хушшинче Фридрих Паулюс фельдмаршал та пур.
Совет Союзĕн çарпуçĕсем çивĕч ăс-тăнпа палăрса тăнă, çар ĕçне лайăх пĕлнĕ. Штабсенче калаçусем хĕрÿ пынă, аслă командирсем умри çапăçусен планĕсене палăртнă. Чи чаплă полководецсенчен пĕри - Константин Константинович Рокоссовский пулнă. 6-мĕш вакун геройĕ шăпах та вăл. Константин Константиновича салтаксем питĕ хисепленĕ. Музейра унăн скульптури питĕ мăнаçлă. Çарпуçĕ çÿллĕ те кĕрнеклĕ хул-çурăмлă. Константин Рокоссовский «Багратион» çар операцийĕнче капашсăр пысăк çитĕнÿсем тунă. Полководец Аслă Çĕнтерĕве çывхартма курăмлă тÿпе хывнă. Паллах, ытти çарпуçĕсене те асăнмасăр май çук. Вĕсем - Георгий Жуков, Александр Василевский, Иван Конев, Родион Малиновский, Семен Буденный тата ытти маршалсем. Брест крепоçне хÿтĕленисен çутă сăнарĕсене асра тытса ятарласа уйрăм вакун уйăрнă.
7-мĕш вакуна кĕрсен савăнăç куççулĕ тухать. Кунта лармалли вырăнсем те пур. 1418 куна пынă хăрушă вăрçă хыçра. Совет халăхĕ Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнех.
Асаттесемпе мăн асаттесен, кукаçисемпе мăн кукаçисен паттăрлăхне кăтартас тесе проект авторĕсем чăннипех калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ. Кайран вăрçă хыççăн аслă ăру çĕршыва уралантарнă чух вăй-хал çирĕплĕхне кăтартнă. Музейпе паллашни çамрăксенче мăнаçлăх туйăмне тата вăйлăрах вăратма пулăшать. Тăван çĕршыва юратакансем - чăн-чăн патриотсем. Пуласлăх - вĕсенче.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хаяр саманапа паллаштаракан музей тата çĕнĕ экспонатсемпе пуянланнă. Донбасс историйĕ пирки кирлĕ информаци тупма пулать. Экспонатсене Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчи краеведени музейĕсенчен илсе килнĕ. Кунта питĕ хаклă документсем упранаççĕ. Çĕнĕ вакунра Донбасра 2014 çултанпа иртекен неонацистсен тискер ĕçĕсене сăнланă. Каласа хăвармалла, ку вакуна 18 çула çитменнисене кĕртмеççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |