Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Пÿрт çине те куçнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2018, 08:53 Просмотров: 363

Çулталăк пуçланнăранпа пулнă 12 пушар çумне иртнĕ эрне вĕçĕнче тепĕр инкек хушăннă. Эрнекун ирхине Кивьял Хапăсри хуçалăхра пушар тухнă. Çакăн çинчен пулăшу службине çулăм хĕлхемĕсене малтан асăрханă кÿршĕсем шăнкăравласа хыпарланă.

«Вут-çулăм сарайĕнче тивсе илсе малалла сарăлнă. Ку хуралтă тата пĕр тонна енне утă çунса кĕлленнипе пĕрлех çулăмран пăрăва кăларма ĕлкĕреймен. Пĕрре вăй илнĕ вут-çулăм çурт çине те сиксе ÿкнĕ. Пÿртĕн тăррине тата хыçал енчи стенине сиенлетнĕ. Малтанхи тĕпчевсем пушар сăлтавĕ электричествăпа çыхăннине кăтартаççĕ. Апла пулин те тĕрĕслевсем вĕçленмен-ха», – пĕлтерчĕç МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕн асăрхав ĕçĕ-хĕлĕпе профилактика управленийĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕнчен.

Каларăмăр, районта паянхи куна 13 пушара регистрациленĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕнче (улттăшĕнче) мунчасем çуннă. Сăлтавĕсем пуринче те тенĕ пекех пĕрешкел: кăмакасене хăрушсăрлăх нормисене пăхăнмасăр вырнаçтарнă е усă курнă тата ытти правилăсене уяман.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика