Вируссем «пулăшнипе» çаратаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2018, 08:53 Просмотров: 528

Шупашкарти пĕр полици пайне иртнĕ эрнере 40-ри хĕрарăм пулăшу ыйтса килнĕ. Унăн хăй нимле операци тумасăрах банк карттинчен 8000 тенкĕ çухалнă-мĕн. Малтанах ăнкарман-ха вăл, каярахпа тин шулĕксен серепине лекнине тавçăрса илнĕ. Телефонĕ çине темиçе кун маларах ăнланмалла мар СМС-хыпар килнине аса илнĕ.

Ăна икĕ хутчен уçса вулама хăтланнă вăл, май килменнипе хуратса хунă. Анчах ултавçăсене çакă çеç кирлĕ пулнă. Телефон номерне банк счечĕпе çыхăнтарнине кура укçана çăмăллăнах йăкăртнă. Полици сотрудникĕсем палăртнă тăрăх, хĕрарăма ятарлă сиенлĕ программа пулăшнипе çаратнă. Ку программăна ĕçлеттерсе яма нумай та кирлĕ мар иккен: телефон çине килнĕ СМС-хыпара уçни е уçма пуçлани те çителĕклĕ.

«Ултавçăсем ют банк карттисене «пушатнă» тĕслĕхсен пĕтĕмĕшле шутĕнчен шăпах хăрушă СМС-сем виççĕмĕш пайне йышăнаççĕ. Тĕпрен илсен, шар курнисен телефон номерĕсене «Мобильлĕ банк» системăпа çыхăнтарнă. Мушенниксем вĕсем çине сиенлĕ программăллă пĕлтерÿсем яраççĕ. Преступниксем çав тери чее, хыпарĕсем юриех çынсене илĕртеççĕ, уçса вулама хистеççĕ. Хуçисем СМС-сене уçма пуçлаççĕ кăна, картта çинчи укçа сисмесĕрех «ураланать». Кунсăр пуçне вирус Интернетран тĕрлĕ вăйă е приложенисем куçарнă чух та телефон çине вăрттăн куçма пултарать», – ăнлантараççĕ Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствин ятарлă «К» пайĕн ĕçченĕсем.   

Преступниксем ытларах чухне телефон номерĕсене пĕлтерÿсен интернет-сайчĕсенче шыраççĕ. Çавăнпа та мĕн те пулин сутма е туянма пĕлтерÿ вырнаçтарнă чух банк счечĕпе çыхăнтарнă телефон номерĕсене кăтартма юрамасть. Палламан çынсенчен килнĕ, иккĕленÿллĕ СМС-хыпарсене йĕрке хуралçисем тÿрех, нимле ссылкăсемпе куçмасăр, хуратма сĕнеççĕ. Кунсăр пуçне телефон çине вируссемпе кĕрешекен лайăх программа лартсан шанчăклă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика