Çул çине тухрăн – асăрхануллă пул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2018, 08:54 Просмотров: 403

Çул-йĕр правилисене ахальтен шутласа кăларман. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – çул çинчи йĕркелĕхе тытса пыма пулăшасси. Анчах йĕркене тивĕçтерме кашнин хăйĕн тÿпине хывмалла: водителĕн те, çуран çÿрекенĕн те, велосипедпа пыраканăн та... Пурин те хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Чăннипе вара те çăмăлттайлăха, те тимсĕрлĕхе пула пурте яваплă теме çук.

Инкексен тишкерĕвĕ те пысăк пайĕ çуран çÿрекенсем правилăсене уяманнипе пулнине кăтартать. Вĕсем урам урлă ăçта килнĕ унта каçаççĕ е светофорăн хĕрлĕ çути те  теприсене çул урлă каçма «чармасть». Е тата хăшĕсем машинăсем умне тăрук чупса тухаççĕ. Анчах водитель сасартăк ума сиксе тухнă çынна тÿрех асăрхаймасан та пултарать вĕт.

Çакăн пек çăмăлттайлăх инкеке ан куçтăр тесен водительсен çеç мар, кашнин çул-йĕр правилисене вĕренмелле, пĕлмелле тата ялан асра тытмалла. Тĕп правилăсенчен пĕрне уйрăммăн палăртса хăварас килет – икĕ енчен те уçăмлă курăнакан, шанчăклă вырăнта кăна çул урлă каçма юрать. Тавралла лайăх курăнни машинăпа пыраканшăн та, çуран çыншăн та пĕлтерĕшлĕ. Çул çинче хăть мĕнле кĕтменлĕх тухма пултарать, ыттисен йăнăшĕсенчен асăрханма пĕлни те кирлĕ.

Кăçалхи январь вĕçĕнче ак Вăрнарта поселокри шкулта вĕренекен çула çитмен ачана таптанă тĕслĕх пулчĕ. Хĕрача К.Маркс урамĕнче кĕтмен çĕртен çул çине чупса тухнă пирки ун çине ВАЗ–2115 машина кĕрсе кайнă. Суранланнă хĕрачана район больницинче медицина пулăшăвĕ панă.

Палăртмалла, çуран пыраканăн хÿтлĕхĕ яланах хăйĕнчен анчах килмест. Дисциплина енчен хавшак водительсемпе «тĕл пулма»  хатĕр пулмалла. Явапсăр водительсем çынсене чарăнса ирттерсе яманни сайра мар. Çавăнпа каçмалли ятарлă вырăна та ним шутламасăр тухма юрамасть. Çывхарса килекен транспорт хатĕрĕн рулĕ умĕнче çул-йĕр правилисене пăхăнман е тимсĕр водитель те пулма пултарать. Ан манăр: çул урлă каçмалли вырăн пурне те асăрхануллă пулма ыйтать.

В.ПЕТРОВ,

 ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.     

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика