Раççейре хÿтĕлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2018, 08:54 Просмотров: 716

Вăрнар кĕрешÿçисем Тольяттири сумлă турнира хутшăнасси пирки пĕлтернĕччĕ.

Поселок каччисем Никита Львов тата Дмитрий Львов, Пăртасри Семен Семенов Атăл тăрăхĕнчи хуласен округĕнче Чăваш ен чысне хÿтĕленĕ. Никита – командăна мала туртакансенчен пĕри. Вăл 65 килограмченхи виçе категорийĕнче «бронза» медале çĕнсе илнĕ.

Димăпа Семен призерсен йышне лекеймен пулин те, результачĕсем аван.

Атăлçи округĕн первенстви, 18 çул тултарман çамрăксем хушшинче иртнĕскер, Раççей турнирне хутшăнма çул уçнă. Никита Львов унта та палăрассишĕн халĕ куллен тренировкăсенче пиçĕхет.

Канмалли кунсенче Вăрнар кĕрешÿçисем республика турнирĕсенче вăй виçнĕ. Етĕрнере Владимир Кочкова асăнса ирттернĕ ăмăртура Санарпуçĕнчи Антон Федоров, Данил Александров, Пăваялĕнчи Максим Иванов чемпионсем пулса тăнă.

Хурăнсур Çармăсри Даниил Александров кĕмĕл медальпе таврăннă.

Санарпуç çамрăкĕсем Савелий Ивановпа Денис Иванов – бронза призерсем.

Комсомольски районĕнче Петр Матросов парнисемшĕн иртнĕ ăмăртура вара Хурăнсур Çармăс хĕрĕсем палăрнă. Катя Тихонова çĕнтерÿ пьедесталĕн 1-мĕш, Эльвира Филиппова 3-мĕш пусмисем çине хăпарма тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика