Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

13 стартра – 10 çĕнтерÿ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2018, 08:54 Просмотров: 400

Кăçалхи сезона Хапăс çамрăкĕ Михаил Скворцов чаплă результатпа вĕçлет. Республикăри сумлă ăмăртусен вунвиçĕ стартĕнчен вуннăшĕнче вăл ылтăн медале тивĕçнĕ, виççĕшĕнче – «кĕмĕле».

Республика шăйĕнчи йĕлтĕр сезонне иртнĕ шăматкун Канаш районĕнче Геннадий Смирнова асăнса ирттернĕ чупура хупнă.

Вăрнарсем унта вăйлă ăмăртнă. Мăньял Хапăс хĕрĕсем: Настя Тикинева 1-мĕш, Валя Тикинева 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Миша Скворцов – 3 километрта финиша пĕрремĕш çитнĕ çеç мар, ытти районсенчи ачасемшĕн ырă тĕслĕх те пулса тăнă. Тренерсем вăл тăвайккине çиçĕмле хăпарнине тĕлĕнсе пăхса тăнă. «Вăт, çапла ĕçлемелле!» – вĕрентнĕ вĕсем хăйсен воспитанникĕсене.

Мишăн тренерĕ, Михаил Павлович Павлов, кунашкал талантлă ачасем темиçе ăрура шутлă çеç пулнине палăртать. 43 çул ытла кĕçĕннисене йĕлтĕрпе туслаштараканскер, пĕлет ĕнтĕ – камăн малашлăх пур. Ун шкулĕнчен пултаруллă йĕлтĕрçĕсем чылай тухнă. Юрий Тикиневпа халĕ ак ăмăртмалла, алла-аллăн ĕçлеççĕ. Юрий Александровичăн чунĕ пысăккине палăртать Михаил Павлович – районти мĕнпур тренер ун патĕнче йĕлтĕрсене «çула тухма» хатĕрлеççĕ.

Çак икĕ тренерăн вĕренекенĕсем маларах республикăри тепĕр чупура та – «Çурхи тумламра» – палăрнă.  Лапсарта иртнĕ ăмăртура – классикăра Михаил Скворцов 5 километрта, Екатерина Леонтьева тата Александр Тикинев 3 километрта 1-мĕш вырăнсене йышăннă.

Тренер Мария Гусевапа Гаврил Гусев та хытă тăрăшнине палăртрĕ, вĕсем – 4-мĕш тата 6-мĕш вырăнсенче.

Иккĕмĕш кунне Миша 1-мĕш вырăна пĕр çеккунт çеç выляса янă, 2-мĕш пулнă. 10 километра Валентина Тикинева пĕрремĕш, Настя Тикинева иккĕмĕш результатпа вĕçленĕ.

Районта йĕлтĕр сезонĕ вĕçленмен-ха. Пĕтĕмлетÿллĕ стартсем çывăх вăхăтра иртмелле. 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика