Кăткăс лару-тăрăва хатĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2018, 08:55 Просмотров: 508

Кăçал сивĕ вăраха тăсăлчĕ те çуркунне кая юлса килет. Анчах тăрук ăшăтса ярас-тăк, хăшпĕр районта шыв илес хăрушлăх пысăк. Çанталăк мĕн кăтартассине тĕп-тĕрĕс ниепле те пĕлеймĕн, çавăнпа МЧС ĕçченĕсем чи кăткăс лару-тăрăва та хатĕр пулмалла теççĕ. Юханшывсем пуринчен ытла Улатăрпа Çĕрпÿ районĕсенче шар кăтартма пултарнине палăртаççĕ.

Çакăн çинчен МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтернĕ. Журналистсене вăл çурхи ейĕве кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă.

«Чи пысăк хăрушлăх Улатăрта. Паянхи куна унта нимле хÿтĕлев сооруженийĕ те çук. Алатырь тата Сăр юханшывĕсене юр ирĕлнĕçемĕн шыв чылай пухăнать. Шыв илме пултаракан лаптăкра 200 çурт, пĕтĕмпе 400 енне çын пурăнать. Вĕсене эпир пуренлĕ пулăшу пама хатĕр», – пĕлтернĕ Станислав Антонов.

Енчен те лару-тăру япăхлансан, ейÿ республикăри 16 муниципаллă пĕрлĕхри 55 поселок- ялта инкек кăларма пултарать. Çав шутра – хамăр районта та.

Шыв кайма чăрмав ан тухтăр тесе çăлавçăсем пăр капланчăкĕсемпе кĕрешмелли ĕçсене çирĕплетнĕ. «Пĕтĕмĕшле 340 метр тăршшĕ виçĕ участокра пăра касса çурма йышăннă. Икĕ участокĕ – Улатăр районĕнчи Сăр тата Бездна юханшывсем çинче, виççĕмĕшĕ – Вăрнар районĕнчи Мăн Çавал çинче», – палăртнă Станислав Антонов.

Ирина ЯКОВЛЕВА.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика