Вăрнарсен - пилĕк ылтăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.10.2022, 09:05 Просмотров: 291

Юпа уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2022» курав иртнĕ. Унта 100 ытла компани хăйĕн экспозицине кăтартнă, çĕнĕ оборудованипе, наукăри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, гастрономи фестивальне йĕркеленĕ.

Курава ятлă-сумлă хăнасем те хутшăннă. Агропромышленность комплексĕн ÿсĕм-çитĕнĕвĕпе РФ Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин паллашнă. Вăл «Раççейĕн тата тĕнчен апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ» сессире тухса каланă. Палăртмалла, ял хуçалăх отрасльне аталантармалли патшалăх программине пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен 280 миллиард тенкĕ уйăрнă. Сессире ÿсентăран отраслĕн кăçалхи аталанăвне тишкерсе çитес çулхи тĕллевсене палăртнă. РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев вăрлăх ĕрчетессипе çителĕксĕр ĕçленине каланă, селекци ĕçне вăйлатма сĕннĕ. Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» куравра наука-практика конференцийĕсем иртнĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие республика делегацийĕ те хутшăннă. Жюри чăвашсен апат-çимĕçне пысăка хурса хакланă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн продукцийĕ те - çав шутра «Царская» салями, «Рулька свиная прессованная» ветчина продукчĕ тата «Домашняя», «Колбаски с чесноком», «Молочная» кăлпассисем - ылтăн медальсем илме тивĕçнĕ.

- Коллектив пĕр тĕллевпе тăрăшнине кура çитĕнÿ турăмăр. Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» курав ял хуçалăхĕ паянхи кун мĕнле пурăннине яр уççăн кăтартать. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ АПК аталанăвне пысăк тÿпе хывать, - пĕлтерет Владислав Попов ертÿçĕ.

Чăваш ен аграрийĕсем курава хутшăнса пĕтĕмпе 51 медаль çĕнсе илнĕ, çав шутра 41-шĕ - ылтăн.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика