Паян çĕршывĕ-пех ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма тĕрлĕ акцисем ир-теççĕ. Ку ырă пу-лăмăн хакне виçме, укçапа танлаштарма çук. Пирĕн халăх мĕн ĕмĕртен хÿтĕлевçĕсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарма пĕлнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те, акă, çапăçу хирĕнче тăшманпа кĕрешекенсене тылри халăх кар тăрса пулăшнă. «Пĕтĕмпех фронтшăн! Пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн!» лозунг-чĕнÿ пĕтĕм халăха пĕрлештернĕ - паттăрсемшĕн тата та хытăрах ĕçлеме хистенĕ.
Раççей халăхĕ пĕрлĕхлĕ, чунлăхлă пулни паян та курăнать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма вăрнарсем те тÿрех кар тăчĕç. Маларах çырнăччĕ ĕнтĕ, районти предприятисем, депутатсем «Атăл» батальонра тăракансем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç.
Паян пурте пĕрле «Хамăрăннисене пăрахмастпăр!» акци тавра пĕрлешрĕмĕр. Район çыннисем те мобилизациленĕ граждансене пулăшма çĕкленчĕç. Вăрнар чиркĕвĕ, акă, ăшă нускисем пухассине йĕркелерĕ. Çыхма кăмăл тăвакансене çип çăмхисемпе тÿлевсĕрех тивĕçтерчĕ. Ырă ĕçе нумайăшĕ хутшăнчĕ. Пулăшу курупккисене Александр атте Шупашкара çитернĕ ĕнтĕ.
Хирпуç тата Рункă çыннисем те ăшă чунлăхпа палăраççĕ. Хирпуçĕнчи культура çуртне ку тăрăхра пурăнакансем мобилизациленнисем валли ăшă япаласем нумай килсе панă. Ытти çĕрте те ырăлăхпа палăракансем пур.
Эпир те аякра юлмастпăр. Çак кунсенче «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ «Атăл» батальонра тăракан хамăр ентешсем валли посылка пуçтарчĕ. Ашлă пăтă консервисемпе пĕрлех хаçатăн номерĕсене тата хавхалантаруллă çыру ăсатрĕ.
Каламалла, çак эрнере районта çĕршыв хÿтĕлевĕнче тăракансем валли гуманитари пулăшăвĕ кÿме ятарлă пункт ĕçлесе кайнă. Вăл халăха социаллă тивĕçтерÿ паракан центрта ?Вăрнар, Ленин урамĕ, 54-мĕш çурт% вырнаçнă. Ыйтса пĕлмелли тел.: 8?83537%2-75-77.
Каламалла, укçа-тенкĕпе пулăшас текенсем ăна «Пĕрле» фонда куçарма пултараççĕ.
Пулăшу - ăшăлăх, чунлăх, мăнаçлăх палли. Çавăнпа та çĕршыв тăнăçлăхне сыхлакан хастарсене, маттурсене пархатарлă ĕçе хутшăнса хавхалантарар.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |