Ĕçтешĕсене пылак парнепе саламланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2022, 09:05 Просмотров: 224

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Раççейре дознани службине йĕркеленĕренпе 30 çул çитрĕ. Ĕçтешĕсене пысăк юбилейпе чи хăйнеевĕрлĕ саламлаканĕ вара Вăрнарти дознаватель Наталия Прокопьева пулчĕ, ахăртнех. Пăхăр-ха, мĕнле илемлĕ торт пĕçерсе хатĕрленĕ полици капитанĕ хăйĕнпе пĕр службăра тимлекенсене халалласа. Чăн-чăн пылак шедевр!

Наталиян социаллă сетьсенчи подписчикĕсем пĕлнĕ-ха ку чиперкке тортсем пĕçерме юратнине. Анчах çакăн пек тутлă илеме профессионаллă кондитер мар, профессионаллă... дознаватель ылтăн аллисемпе хатĕрлени пирки никам та шутламан пулĕ.

- Çакă маншăн пачах та йывăр ĕç мар, чун киленĕçĕ кăна. Акă, торт хатĕрлесе кăларатăп та, кирек мĕнле кун та уява çаврăнать! - кăмăллăн пĕлтерет çамрăк амăшĕ.

Шăпах та амăшĕ пулса тăрсан - Милана тата Мирослава хĕрĕсене пăхассипе отпускра чух ĕнтĕ - Наталия тахçанах илĕртекен, анчах кăткăс службăна пула яланах вăхăт çитмен, юратнă алĕçĕ патне таврăннă. Кирек мĕнле ĕçре те яваплăхпа уйрăлса тăраканскер, тортсене те профессионалсенчен кая мар пĕçерме тăрăшать вăл. Ку ăсталăх вăрттăнлăхĕсене пĕрмаях хăй тĕллĕн вĕренет...

Декрет отпускĕнчен полици пайне таврăнсан та çывăх çыннисене, тус-пĕлĕшĕсене пылак шедеврсемпе савăнтарма пурпĕрех май тупăнасса шанать полици капитанĕ. Çапла вăл, чăннипех юратсан чун киленĕçĕ валли пушă вăхăтне уголовлă ĕçсене тишкернĕ хушăра та тупма пулать.

Лилия ЗАБИРОВА,

полицин

«Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика