Иксĕлми вăй-хал, сурпан пек вăрăм ĕмĕр суннă Санарпуç ял тăрăхĕнче пурăнакан Татьяна Давыдовна Кузнецовăна. Ветеран нумаях пулмасть 95 çул тултарнă.
Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши/ «Ырă чун-чĕреллĕ пулнинче», - тет вăл. Сумлă юбилей ячĕпе Татьяна Кузнецована ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Белов, Вăрнар муниципаллă округĕн Пухăвĕн депутачĕ - «Санары» агрофирма генеральнăй директорĕ Андрей Петров саламланă.
Хурăнсур Çармăсра та вăрăм ĕмĕрлисем пурăнаççĕ. Тыл ĕçченĕ Марфа Александровна Толмасова 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çуралнă кунпа Çĕрпел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Петров тата культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Романова саламланă, чĕререн тухакан ăш сăмахсене каланă.
Саламлакансем Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра кунне-çĕрне уямасăр ĕçленĕ ăрăвăн хастарлăхĕпе мăнаçланнине çирĕплетнĕ. Юбилярсем ят-сумлă хăнасене тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ суннă.
Хамăр инф.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |