Раççейре «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» масштаблă акци пырать. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш енри кашни районпа хуларах ирттереççĕ. Ун йĕркипе районти культура çуртĕнче «Пурăн эсĕ, манăн Раççей!» ятпа пысăк концерт пулчĕ. Зал халăхпа лăк тулчĕ. Шкул ачисем те чылайччĕ.
Вăрçă вăл - хуйхă-суйхă, инкек, çухату. Мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннине мĕн çиттĕр/ Донбасс халăхне неонацистсен пусмăрĕнчен хÿтĕлес тĕллевпе Украинăра ятарлă çар операцийĕ пырать. Тăшмансем хаяр. Ентешĕмĕрсене пĕрре те çăмăл мар. Çакна кашни ăнланать.
Раççей халăхĕ хăйĕн паттăрĕсене пăрахмасть. Билетсем сутнипе пухăннă пур укçана мобилизациленĕ граждансене пулăшма уçнă «Пĕрле» фонда куçарĕç. Пархатарлă ĕçе вăрнарсем хăйсен тÿпине хыврĕç.
Патриотлăх, Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçласси - чи пысăк хаклăхсем. Вăрнар ен салтакĕсем «Атăл» батальон ретĕнче те Раççей чысне хÿтĕлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов ентешсемпе мăнаçланнине палăртрĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем хисепрен нихăçан та тухмĕç.
Концерт пуян пулчĕ. Районти культура çурчĕн артисчĕсен, ветерансен хорĕн, ача-пăча фольклор ушкăнĕн тата ыттисен пултарулăх номерĕсем патриотла кăмăл-туйăма вăйлатма, мирлĕ пурнăçа хаклама, тăван çĕре, çĕршыва юратма вĕрентрĕç.
Залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. «Пĕрлĕхре - вăй! Раççее тăшман аркатаймĕ! Пирĕннисем çĕнтереççех!» - хĕрÿ калаçрĕç вăрнарсем концерт хыççăн та.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |