Хĕрарăмсем, эпир, хăлхапа юрататпăр вĕт. Ăшă сăмахсем, комплиментсем ирĕлтереççĕ пирĕн чуна. Тата, çемçе чĕреллĕскерсем, айваннисене, пулăшу ыйтакансене хÿтте илме тăрăшатпăр. Анчах çакă тепĕр чухне хамăра хирĕçле...усалпа таврăнма пултарать. Мушенниксем те хĕрарăмсен ырă чунлăхĕпе усă курма хăтланаççĕ вĕт.
Виçĕ çул каяллах, акă, Çĕнĕ Шупашкарти 59-ти хĕрарăм социаллă сетьсенче ют çĕршыв арçыннипе паллашнă. Кăмăлланă вĕсем пĕр-пĕрне, виртуаллă çырусем пĕрмаях унталла та кунталла «вĕçнĕ». Пĕччен ашшĕ тесе ĕнентернĕ хĕрарăма Интернетри тусĕ. Ачи-пăчине пăхса ÿстерме укçи-тенки çитсе пымасть-мĕн, йывăр. Шаннă хĕрарăм, пĕтĕм чун хавалĕпе пулăшас тенĕ: пĕлтĕр тата виçĕмçул ют çĕршыв банкĕсене 1 миллион та 200 пин тенкĕ ытла куçарса панă. Хăйне улталанине ăнланмасăр, темиçе кредит та илсе кивçене кĕрсе кайнă.
Юрать, хĕрарăмăн пысăк парăмĕсем çинчен тăванĕ пĕлнĕ, ăна полицие кайма ÿкĕте кĕртнĕ. Халĕ ултав тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Интернет-паллашусене пула шар курнисен хисепĕ, тĕрĕссипе, юлашки вăхăтра нумайрах та нумайрах. Вĕсем çухатнă укçа-тенкĕ те вуншар-çĕршер миллион тенкĕпе виçĕнет. Ултав схемисене те виртуаллă аферистсем пĕрмаях улăштараççĕ. Апла пулин те, астăвăр, сире çак паллăсем сисчĕвлентерме кирлĕ:
- Ют çĕршыври тусăн профилĕнче сăнÿкерчĕксем питĕ сахал. Е пулсан та, вĕсем ытлашши илемлĕ, вĕсенчен тÿрех килĕштермелли чипер арçын пăхать. Кунсăр пуçне страницăра çын пирки нимле информаци те пĕлме çук.
- Мушенниксем хĕрÿллĕ калаçусем патне питĕ хăвăрт куçаççĕ. Паллашнăранпа вăхăт нумай та иртмест - юрату пирки калаçма пуçлаççĕ. Пĕччен пурăнакан, юрату çинчен ĕмĕтленекен хĕрарăмсен пуçне çавăраççĕ те çак сăмахсем.
- Вăрах хутшăнсан та виртуаллă тус сирĕнпе чăн пурнăçра курнăçма васкамасть. Пĕрмаях тĕл пулма чăрмантаракан сăлтавсем тупăнаççĕ. Сăмахран, билет туянма укçа çитмест. Е тата чикĕ урлă каçнă чух тытса чарнă - унтан хăтăлма каллех укçа кирлĕ.
- Паллă ĕнтĕ, мушенниксен тĕп тĕллевĕ - шанăçа кĕрсе укçа куçарттарасси. Тем тĕрлĕ те суйма пултараççĕ вĕсем: çемьери кăткăс лару-тăру, йывăр чир, е, бизнеса аталантармалли пирки. Çакăн пек ыйтусем пулчĕç-тĕк, иккĕленмелле мар - вĕсем шулĕксенчен килеççĕ.
Йĕрке хуралçисем асăрхаттараççĕ: Интернет – усăллă, меллĕ япала, анчах виртуаллă уçлăхра хăрушлăхсем питĕ нумай. Çавăнпа кампа та пулин хутшăннă чух, уйрăмах куçа-куçа курман-пĕлмен çынсемпе, питĕ асăрхануллă пулмалла. Хăвăр çинчен ытлашши информацие пĕлтермелле мар, уйрăм даннăйсем хÿтĕлевре пулмалла.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |