Ырăлăх чакмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2022, 09:07 Просмотров: 250

Вăрнар районĕ 95 çул тултарнине тата Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа районти тĕп библиотекăра чылай кăсăклă мероприяти иртрĕ. Вĕсенчен пĕри - Нина Мануиловна Гречкон пултарулăх каçĕ. Ытларикун библиотекăра çыравçăн пултарулăхне кăмăллакансем, илемлĕ литературăна юратакансем йышлă пухăнчĕç.

Сăмах май, тĕлпулу тĕлне библиотека ĕçченĕсем Нина Мануиловнан кĕнекисен куравне уçнă. Вулакансене çыравçăн пурнăçĕпе тата мухтавлă ĕç-хĕлĕпе ятарласа хатĕрленĕ презентаци те паллашма май пачĕ. Авторăн хăйĕн асаилĕвĕсем те питĕ интереслĕ пулчĕç: шухăша яракан хайлавсем мĕнле «çурални», кĕнекесем епле кун çути курни пирки питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Вулакансене вăл пысăк савăнăç кÿчĕ: библиотекăна хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ.

Пултарулăх каçне сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. Виталий Осипов, акă, «Раççей ветеранĕсен союзĕн» Чăваш енри уйрăмне ертсе пырать. Ятлă-сумлă çар çынни ку организацин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, уйрăмах çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе тимлĕ тăрăшнине палăртрĕ. Вăл библиотекăн фондне Ветерансен союзĕ республикăра йĕркеленнин историне çутатакан «Верны Отечеству» кĕнекепе пуянлатрĕ.

Унăн заместителĕ Василий Лаврентьев - запасри капитан-лейтенант, Раççей тата Чăваш Писательсен союзĕсен членĕ. Сăмахран, унăн «Хроника одного рода» кĕнеки хăйĕн тăван ялĕ тата унта пурăнакансем çинчен каласа парать. Нина Гречкон пултарулăхне пысăка хурса хакланине, ун кĕнекисенче кашниех хăйне валли интереслине тата усăллине тупассине палăртрĕ запасри офицер.

Вулав çурчĕн директорĕ Людмила Уткина хăнасене ăшă тĕлпулушăн чунтан тав турĕ, библиотекăн юсав хыççăн çĕнелнĕ илемлĕ залĕсемпе паллаштарчĕ.

Галина ТИХОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика