Культура ĕçченĕсене чысланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2018, 08:56 Просмотров: 486

Професси уявне паллă тума районти культура çуртне ялсенчи культура, библиотека, музей тата ача-пăча искусство шкулĕн ĕçченĕсем пуçтарăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Денис Трофимов культура тытăмĕнче ĕçлекенсем халăх канăвне усăллă ирттерессишĕн вăй-хала шеллеменнине палăртнă, ĕçре ăнăçу суннă. Район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева культура ĕçченĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă. Вăрнарти культура çурчĕн директорĕ Светлана Журавлева активлă культура ĕçченĕсене Хисеп грамотипе чысланă. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине çак ĕçченсем тивĕçнĕ: Кив Шуртан клубĕн культорганизаторĕ Светлана Захарова, Хапăсри культура çурчĕн заведующийĕ Сергей Змеев, Чăрăш Ишекри культура çурчĕн администраторĕ Ольга Сергеева, Хирпуç культура çурчĕн художество ертÿçи Елена Репицына, Кĕçĕн Кипекри культура çурчĕн культорганизаторĕ Галина Алексеева, Кÿстÿмĕрти культура çурчĕн заведующийĕ Анжелика Семенова, Çăлкас Кăкшăмри культура çурчĕн художество ертÿçи Олеся Димитриева, Кушар Юнтапари культура çурчĕн заведующийĕ Александр Мефодьев, Малти Ишекри культура çурчĕн директорĕ Олеся Лукина, Кульцаври культура çурчĕн художество ертÿçи Марина Нягина.

Шупашкартан килнĕ артистсем уяв ячĕпе концерт кăтартнă.

К.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика