Унччен «мобилизаци» сăмаха эпир асатте-асаннесенчен, историрен, илемлĕ литература кĕнекисенчен кăна пĕлнĕ. Ĕненес те килмест, вăл пирĕн ăрăва, пирĕн ачасен ăрăвне те пырса тиврĕ.
Çĕршыв паян çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене нацистсемпе кĕрешме, вырăс тĕнчине сыхласа хăварма чĕнет. Раççей çыннисем, пирĕн хастар арçынсем, çак чĕнĕве тивĕçлĕн йышăнчĕç. Тулли мар мобилизаци йĕркипе çеç мар, хăйсен ирĕкĕпе те тăван çĕре, тăван çемйисене хÿтĕлеме тăчĕç.
Юнкунпа ĕнер Вăрнар тăрăхĕнчи çамрăксене те çĕршыв сыхлавçисен ретне чыслăн ăсатрĕç.
«Эсир, Раççейĕн тивĕçлĕ ывăлĕсем, хăвăр кăкăрпа тăшмана хирĕç тăратăр. Чăн-чăн арçынсем кăна лайăх ăнланаççĕ - вĕсемсĕр пуçне çĕр-аннемĕре, çемьене, тăвансене кам хÿтĕлĕ/ Хăвăра упрăр! Сире çĕнтерÿпе кĕтетпĕр!» - терĕç пил сăмахĕсемпе Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ - Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов.
Вăрнар муниципаллă округ Пухăвĕн депутачĕ Рифкат Киметов çар ретне тăракансене хавхалантарсах, пулăшсах пырассине пĕлтерчĕ. Мобилизациленнисем валли, акă, районти предпринимательсен пĕр ушкăнĕ чи кирлĕ япаласен пуххине хатĕрленĕ. Вĕсене кашни салтака валеçсе пачĕç.
Ĕлĕкрен çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăракансене сыхлав тутрисем парнеленĕ. Тулли мар мобилизаци пирки пĕлтерсен районта пурăнакансем - амăшĕсем, аппăшĕсем, шкул ачисем, тĕрлĕ сферăра тимлекенсем, аслă ăрурисем - вĕсене тĕрлеме пикенчĕç. Хĕрарăмсен районти канашĕн пуçлăхĕ Людмила Васильева вĕсене кашнине ăшăлăх, ĕненÿ, юрату хывăннине палăртрĕ. Салтаксем тутăрсене типтерлĕн кĕсйисене чикрĕç. Çавăн пекех вĕсене Хапăсри шкул ачисем хатĕрленĕ чĕресем, Аçăмçырминче вĕренекенсем çырнă çырусем ăшăтĕç.
«Чи кирли - ĕненĕве ан çухатăр! Нихăçан та хăравçă ан пулăр! Турра аса илĕр», - терĕ Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте.
Александр Панзин службăра хăй Чечня вăрçин пĕрремĕш тапхăрĕнче тăнине, хирĕçтăрусенче çарти чылай юлташне çухатма тивнине каларĕ. Вăл Суворов полководец паттăрлăхне аса илчĕ. Кашни çапăçăва ĕненÿпе кĕмеллине палăртрĕ. Тылра юлакансем патне те сĕнÿ пулчĕ унăн: «Ывăлăршăн, мăшăршăн, хăвăр тăванăршăн яланах кĕлĕ вулăр. Кĕлĕ пулăшатех».
Александр атте салтаксене кашнине çветтуй шывпа сирпĕтрĕ, кашнине турăшсем, камăн çуккисене хĕрессем пачĕ.
- Хăюллă пулăр! Присягăна ан пăсăр. Çар пуçлăхĕсене итлĕр! Каялла çĕнтерÿпе таврăнăр! - Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕн Альберт Афанасьевăн сăмахĕсем те мобилизациленнисен асĕнчех пулĕç.
Мăнаçлăн Раççей гимнĕ янăрарĕ. Культура ĕçченĕсем салтак ăсатнин йăлине кăтартрĕç.
- Эпир каймасан - кам/ Çĕршыва, пирĕн çемьене кам сыхлĕ/ - туслăн пĕлтерчĕç, акă, Вăрманкас тăрăхĕнчи çамрăксем. «Пире хаçата кăларăр. Тепĕр уйăхран, килсен, татах ÿкерĕнĕпĕр. Эпир «Çĕнтерÿ çулне» вулатпăр», - терĕç теприсем... Паллах, эпир вĕсен кăмăлне тивĕçтеретпĕр.
Чунсенче тем пек йывăр пулин те, аван ăнланатпăр - çакăн пек арçынсем, çĕршыв ыйтнине пурнăçлакансем, мăшăрĕсене, ачисене, савнийĕсене хăварса сыхлавçăсен ретне тăракансем пуррипе эпир пурăнатпăр, тутлă çиетпĕр, ăшă вырăн ăшĕнче çывăратпăр. Вĕсем паттăрсем! Çĕнĕ ăру паттăрĕсем! Сире çĕнтерÿпе кĕтетпĕр! Пирĕн чĕресем, шухăшсем сирĕнпе пĕрлех! Турă пулăштăр сире! Кашнине!
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |