Канмалли кунсенче республикăра каллех водительсен массăллă тĕрĕслевĕсем иртрĕç. Мероприятисене ГИБДД сотрудникĕсем пысăк йышпа хутшăннă, ÿсĕрле руль умне ларнă водительсене çул юхăмĕнчен кăларас тĕллевпе мĕнпур çулсене асăрхава илнĕ.
Каламалла, автоинспекторсене халăх дружинникĕсем те пулăшнă, унсăр пуçне - çул çинчи йĕркелĕхшĕн тăрăшакан ахаль граждансем те. Республикăри автоинспекцин информацийĕ тăрăх, хальхинче транспорт хатĕрне хĕрĕнкĕ тытса пынă 51 водитель çакланнă. Вĕсем хутшăннипе 2 инкек сиксе тухнă, телее, хăрушла лару-тăрупа вĕçленмен.
- Хамăр тăрăхра та йĕркене пăснă тĕслĕхсемсĕр пулмарĕ. Полицин «Вурнарский» пайĕн автоинспекторĕсем рейд тапхăрĕнче ÿсĕрле машина рулĕ умне ларнă 3 водителе чарнă. Урă пулманни çеç мар, виççĕшĕн те транспорт хатĕрĕпе çÿреме водитель удостоверенийĕсем çук. Çакă та чăрмантарман вĕсене çул çине тухма. Унсăр пуçне пĕри маларах та ÿсĕрле лекнĕ, ăна РФ КоАП-ĕн12.8-мĕш статйипе административлă явап тыттарнă пулнă. Халĕ вара уголовлă яваплăх пирки сăмах пырать, - пĕлтерчĕ районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Геннадий Казыкин.
Ÿсĕр водитель - яланах хăрушлăх. Хăйĕншĕн те, çул юхăмĕн мĕнпур участникĕсемшĕн те. Вĕсен ăссăрла хăтланăвĕ çын сывлăхĕн е пурнăçĕн хакне тăма пултарать. Инкексем ан тухчăр тесен, урă мар çын руль умне ларнине курсан ăна чарма тăрăшмалла, çул çине тухма памалла мар. Йĕрке хуралçисемпе çыхăнмалли телефон - 102.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |