Чи хастарринчен тĕслĕх илмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.10.2022, 09:09 Просмотров: 187

Вĕрентÿ процесĕнче ачасене конкурентлă пĕлÿ хывассипе танах воспитани парасси те шайлашуллă пырать. Çавăнпа та вĕсене кĕçĕн çулсенченех ĕçе юратма вĕрентесси, тĕрĕс хаклăхсене ăса хывма пулăшасси тĕп çул-йĕрсен шутĕнче.

Ку ĕç профориентаци мероприятийĕсен мелĕпе те пурнăçланать. Чи пĕчĕккисем те ун майĕпе тĕрлĕрен профессисемпе паллашма, вĕсен обществăри пĕлтерĕшне, кирлĕлĕхне ăнланма пултараççĕ.

Вăрнарти «Ручеек» ача сачĕн воспитанникĕсен, акă, чи хăюллă профессисенчен пĕринче тимлекенсемпе куçа-куçăн калаçма май пулнă. Кĕçĕн тата хатĕрленÿ ушкăнĕсене çÿрекенсем патне Росгварди сотрудникĕсем - ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕнче тăрăшакан Владимир Капитонов прапорщик тата Ксения Фирсова диспетчер - хăнана çитнĕ.

Йĕрке хуралçин тумтирĕллĕ çын ачасемшĕн яланах интереслĕ-çке. Нумайăшĕ, уйрăмах арçын ачасем, вĕсен вырăнĕнче хăйсене кураççĕ. Акă, Владимир Капитоновăн, чăн-чăн паттăрăн, хăюлăх тĕслĕхĕпе те хăпартланса чылайăшĕ ун пек пулма тăрăшĕç ĕнтĕ. Ведомствăна пăхăнман хурал хастарĕ кăна мар вăл, Тăван çĕршывăн мухтавлă хÿтĕлевçи те. Ун ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе çапăçу хирĕнче «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ салтак. Вăл каласа панине кĕçĕннисем те кăсăклансах итлесе ларнă.

Тĕрĕссипе, пĕчĕккисем те, аслăраххисем те Росгварди ĕçченĕсене ыйту хыççăн ыйту парса служба уйрăмлăхĕсемпе интересленнĕ. Мĕнле тивĕçсем Росгварди сотрудникĕсен, епле пахалăхсене аталантармалла хăвăнта ку службăна кĕрес тесен... - ачасене питĕ тĕплĕ ăнлантарнă пакунлă хăнасем. Шăпăрлансене çавăн пекех хăйсен ятарлă служба тумтирĕпе те, йĕркене пăсакансене тытса чармалли тĕрлĕрен хатĕрсемпе те паллаштарнă.

- Ку ăшă тĕлпулу, пачах та иккĕленместпĕр, пирĕн воспитанниксен асĕнче чылайлăха юлĕ. Уçă кăсăклăхпа, пысăк хавхаланупа итлерĕç вĕсем сотрудниксене. Шăпăрлансен куçĕсем çиçни, пичĕ-куçĕ савăнăçпа тулни мĕне тăрать, - пĕлтереççĕ вĕрентекенсем те. Вĕсем палăртнă тăрăх, хăйсен профессийĕнче ÿсĕмлĕ те пултаруллă çынсемпе тĕл пулни ачасенче патриотла туйăмсене çуратас, Тăван çĕршыва юратма, ăна упрама тата ун ăнăçлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентес тĕлĕшпе питĕ хаклă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика