Çак ятпа иртнĕ акцие вăрнарсем те хастар хутшăнчĕç
Çĕршывра тулли мар мобилизаци пирки пĕлтерсен республикăра пурăнакансем авалтан пыракан йăлапа çар ретне тăракан салтаксем валли сăмса тутрисем тĕрлеме пикенчĕç.
Ĕлĕк чăваш хĕрĕсем каччисене çара ăсатнă май тĕрĕс-тĕкел, лайăх çаврăнса килччĕр тесе тĕрленĕ салтак тутри парнеленĕ. Унта йăх тымарĕн паллисене ÿкернĕ. Çав тутăр çамрăка аякра та вăй парса, хавхалантарса тăнă.
Хăйне евĕрлĕ управçăна хатĕрлес ĕçе Вăрнар районĕнче пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç. Аслисем кăна мар, ачасем те сăмса тутрисене чăваш тĕррипе илемлетрĕç.
Вăрнарти 1-мĕш, Калининăри, Çĕрпелти, Малти Ишекри, Хапăсри, Ярмушкари, Туçи Мăратри шкулсенче, Калининăри шкул-интернатра тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекенсемпе педагогсем, историпе краеведени музейĕн хастарĕсем, Çавалкас, Хирпуç, Ершепуç, Ярмушка ял поселенийĕсенче пурăнакансем, Мăньял Хапăсри тата Шĕнер Ишекри культура çурчĕсен маттурĕсем уйрăмах активлăхпа палăрчĕç.
Акцие республикăри Хĕрарăмсен канашĕ пуçарнă. Иртнĕ эрнере районти çамрăксене Раççейĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ретне ăсатнă май районти ку пĕрлешÿ ертÿçи Людмила Васильева тутăрсем тăнăçлăх символĕ, инкексенчен хÿтĕлекен управçă пулнине палăртрĕ.
Вĕсене, паллах, кашнине тĕрлекенсен чĕри, ăшăлăхĕ, кĕлли, шанăçĕ хывăннă. Аякри çĕрте чăваш каччисене вăй-хăват кÿрĕ çак тутăрсем. Кунта, тăван килте, тăван районта кашнине кĕтнине аса илтерĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |