Хура çăкăр хура тарпа çитĕнет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.10.2022, 09:09 Просмотров: 272

Вăхăт хăвăрт шăвать. Тата тепĕр ял хуçалăх çулталăкĕ хыçала юлать. Пĕтĕмлетÿ тума, çĕнĕ тĕллевсене палăртма вăхăт. Кĕркунне ытларах йĕпе-сапаллă çанталăк тăрать пулин те аграрисем тĕллевсене пурнăçлас тесе пур вăйран тăрăшаççĕ.

Тепĕр тесен, ку ял хуçалăх çулталăкĕ çĕр ĕçченĕшĕн ăнăçлă пулчĕ тесе çирĕплетме те юрать. Çăвĕпех сар хĕвелĕ те хăйĕн ăшшине хĕрхенмерĕ, ăшă çумăрĕ те хура çĕре çителĕклĕ шăварчĕ. Ял хуçалăх культурисем вăхăтра нÿрĕк илсе юлчĕç, ăнса çитĕнчĕç. Акă, районти аграрисем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 58 пин тонна ытла пухса илме пултарчĕç. Вăтам тухăç - 32,1 центнер.

Хура çăкăр хура тарпа çитĕнет. Тав тăвар хресчене, вăл ырми-канми тăрăшнине пула пирĕн сĕтел апат-çимĕçрен пуян. Професси уявне çĕр ĕçченĕсем лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Чи пысăк тухăç - çăкаллă-явăшсен. «Мураты» кооперативăн уй-хир ăстисем тыр-пула кашни гектар пуçне 52,9 центнер пухса илнĕ. Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра тăрăшакансен те мăнаçланма сăлтавĕ пур. Тырă тухăçĕ 45,3 центнерпа танлашнă. Аш-какай комбинатĕнче тимлекенсем те юлмаççĕ. Кунта вăй хуракансен ĕç кăтартăвĕ - 36,4 центнер. «Санары» агрофирмăра кашни гектартан вăтамран 35,8 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн ĕç хăвачĕ пысăк - пĕтĕмпе 19 пин тонна енне тырă пухса кĕртнĕ. Предприятире кукуруза çитĕнтерессипе тăрăшуллă тимлеççĕ. Ял хуçалăх культурине кашни çулах тĕшĕлĕх те çапса илеççĕ. Тухăçĕ - 36,4 центнер.

Ĕç çыннисем пулас тухăçшăн та тăрăшаççĕ - кăçал кĕр тыррисене 4765 гектар акса хăварнă, çав шутра - 4446 гектар тулă, 319 гектар ыраш. Кĕрхи çĕртме сухи 7 пин гектара яхăн тунă.

Çĕрулми - тĕп ял хуçалăх культурисенчен пĕри. Предприятисем «иккĕмĕш çăкăра» 7840 тонна ытла пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - 243,5 центнер. Çĕрулми «Агрохмель» агрофирмăра, «Мураты» кооперативра ăнса çитĕннĕ - юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне кашни гектартан вăтамран 250 центнер тухнă. Агрофирмăн хăмла плантацийĕ те хăватлă. «Симĕс ылтăна» 35,2 тонна пухса кĕртнĕ. Хăмлана вăрнарсемсĕр пуçне сĕнтĕрвăррисем, вăрмарсем, çĕрпÿсем, шупашкарсем тата етĕрнесем çитĕнтереççĕ.

Фермăсенче тăрăшакансен ĕçĕ те кăтартуллă. Уйрăмах çак тапхăрта аш-какай туса илесси ÿснĕ. Кăтарту - 3570,6 тонна ?104,8 процент%. Кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусем тăрăх, районти ял хуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх пĕтĕмпе - 8429 пуç. Иртнĕ çул пилĕк пуç сахалрах пулнă.

Сăвакан ĕнесен шучĕ пысăкланнă. Пĕтĕмпе хушка пуçсем - 3461. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăрти шайăн 103, 4 проценчĕ. Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. «Шултра мăйракаллисем» валли 10 пин тонна ытла утă, 22 пин тоннăна яхăн сенаж хывнă, силосне те кирлĕ чухлĕ янтăланă.

Аграрисем пурнăç уттинчен юлмаççĕ. Производствăна аталантарма тесе çĕнĕрен çĕнĕ технологисене алла илеççĕ, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе те хастар утăмсем тăваççĕ. Тирпейлекен промышленность предприятийĕсем те ĕç хăватне çултан-çул ÿстерсе пыраççĕ.

Ял хуçалăхĕ - район экономикин тĕп секторĕ. Патшалăх ял çыннисем хăтлă условисенче пурăнччăр тесе майсем туса пама тăрăшать. Ял территорийĕсене аталантарма та нухратне сахал мар уйăраççĕ. Утма çулсене такăрлатаççĕ, пĕвесене çĕнетеççĕ тата ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика