Кая хăварма юрамасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2022, 09:03 Просмотров: 415

Приватизаци мероприятийĕсене пуçланă, анчах ĕçе вĕçлеме Росреестра çитеймен граждансем сахал мар. Кашниннех сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Апла пулин те халĕ пурин те пĕрешкел проблема - вĕсем çаплипех документпа çурт-йĕр харпăрлăхçи шутланмаççĕ. Нумайăшĕ вара çакăн пирки пĕлмест те.

Приватизацие пĕтерейменнисен пысăк хисепĕ, каламалла, унччен шута илнĕ куçман пурлăх объекчĕсен хуçисене тупассипе тимленĕ май палăрнă. Аса илтеретпĕр, 2021 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнчен çĕнĕ федераллă саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн куçман пурлăхпа 1998 çулччен усă курма тытăннă, анчах хăйсен прависене хальччен те пĕлтермен граждансене шырассипе ĕçлеççĕ. Паянхи куна, акă, Росреестрăн Пĕрлĕхлĕ реестрĕнче хăшпĕр объектсем çинчен информаци пур, харпăрлăхçисем çинчен вара сведенисем çук. Ку çитменлĕхсене сирес тесе ĕнтĕ патшалăх вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене çакнашкал пурлăх хуçисене тупас правăна пама йышăннă. Çавăнпа та Росреестр сотрудникĕсем вырăнти администрацисен ĕçченĕсемпе пĕрле хуçисем пирки даннăйсем çук объектсене тĕплĕн тишкереççĕ, приватизацие вĕçлеймен çынсене палăртсан вĕсем патне çийĕнчех уведомленисем яраççĕ.

- Администрацисенчен килнĕ ку çырусене, пĕлтерĕшлĕ мар тесе, аякка илсе ан хурăр. Куçман пурлăха регистрацилессипе çыхăннă ыйтусене нихăçан та каяраха хăварма юрамасть. Çийĕнчех тăрăшманни кайран кăткăс проблемăна куçнине вуншар тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Малашлăхра саккунсем мĕнле улшăнĕç, мĕнле лару-тăру пулĕ - никам та пĕлмест. Пурлăхăн саккунлă хуçи пулнине çирĕплетекен документ алăра пулсан шанчăклăрах, - асăрхаттарать Росреестрăн Чăваш енри Управленийĕн ертÿçин заместителĕ Евгений Дубов. Приватизаци хыççăн хăйсен прависене регистрацилеменнисене вăл алăри документсемпе МФЦ-на килсе заявлени çырма сĕнет.

Сăмах май, ку ыйтупа иртнĕ эрнере районта вĕренÿ-канашлу та йĕркеленĕ. Росреестр сотрудникĕсем район администрацийĕн тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене саккун мĕнле ĕçленине, харпăрлăхçăсене шыраса тупмалли мероприятисен йĕркине ăнлантарнă.

Тĕлпулăва Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева та хутшăннă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Президенчĕ регионсен пуçлăхĕсене куçман пурлăх хуçисене палăртас тĕлĕшпе конкретлă хушу панă. Патшалăх позицийĕ уçăмлă - прависене регистрацилемен объектсем пулмалла мар.

- Çĕршыв ертÿçин сăмахĕсене пурнăçа кĕртме пирĕн пурин те ку енĕпе ĕçе вăйлатмалла. Росреестр сире кирек мĕнле ыйту сиксе тухсан та пулăшма хатĕр. Паянхи тĕлпулăва та çак тĕллевпех - харпăрлăхçăсен шыравне мĕнле ирттермеллине вĕрентес, кăтартас тесе - йĕркелерĕмĕр, - ăнлантарнă Екатерина Карпеева район администрацийĕн тата поселенисен специалисчĕсене.

Вăл уçăмлатнă тăрăх, Чăваш ен «Национальная система пространственных данных» пилотлă проекта кĕнĕ. Пирĕн республикăра ЕГРН-а мĕнпур объектсем çинчен тĕрĕс те актуаллă даннăйсемпе тултарас ĕçе 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх реестрĕнче кăтартмалла. Ĕлкĕрес тесен çурт-йĕр хуçисене палăртассипе васкавлăрах, çапах та тĕрĕс тимлемелле, тенĕ ертÿçĕ.

Сăмах май, Вăрнар районĕнче ЕГРН-а кĕртнĕ 55372 куçман пурлăх объекчĕ. Вĕсенчен 12817-шĕ тĕлĕшпе харпăрлăх пирки информаци çук. Çав шутра - прависене регистрацилемен 281 пÿлĕм, капиталлă строительствăн 1933 объекчĕ тата 10602 çĕр участокĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика