Тăван хаçат алăра!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2022, 09:04 Просмотров: 421

Çамрăк ăрăвăн пурнăçне мĕнле кăсăклăрах тума пулать-ши/ Ахăртнех, вĕсен тĕнчекурăмне пуянлатакан, шухăшлава аталантаракан мероприятисем йĕркелемелле. Вĕрентÿ тытăмĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - аслăрах классене тĕрлĕ профессисемпе паллаштарасси, вĕсемпе интереслентересси.

Самана ыйтнине тивĕçтерекен специальноçе суйлама пулăшасси те пĕлтерĕшлĕ. Профориентаци эрни иртнĕ май Туçи Мăрат шкулĕн 8-9-мĕш классенчи вĕренекенĕсем хăйсен ертÿçипе - Василий Иванович Малов директорпа - «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине çитсе курчĕç.

Кашни ачах шкул саккинченех хăйĕн пурнăçне вăл-ку профессипе çыхăнтарма ĕмĕтленет. Ÿснĕçемĕн тĕллев çирĕпленсех пырать. Çамрăксем водительтен тытăнса космонавт таранах пуласшăн. Тепĕр чухне вара чун туртăмне тупма та кăткăс. Çавăнпа та предприяти-организацисене çитсе курнине нимĕн те çитмест.

Палăртма кăмăллă, хăйсене журналистикăра тĕрĕслесе пăхас текен çамрăксем те çук мар. Тĕп редактор Светлана Чикмякова Туçи Мăрат шкулĕнче ăс пухакансене калем ăстисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, юнкорсен йышне кĕме сĕнчĕ. Çамрăксенчен тĕрлĕ жанрсемпе материалсем хапăлласах кĕтнине пĕлтерчĕ.

Вĕренекенсем район хаçачĕ типографире мĕнле пичетленнине курчĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ - яш-кĕрĕм, техникăна кăмăллать, çавăнпа та пулĕ полиграфи оборудованийĕпе хаваслансах паллашрĕç.

Ăстасен аллинче ĕç вылять, теççĕ. Типографи хĕрĕсем Татьяна Даниловăпа Ирина Андреева тăрăшнипе «Çĕнтерÿ çулĕ» хăвăртах пиçсе тухрĕ.

- Тăван хаçат! - терĕç вĕренекенсем «Çĕнтерÿ çулĕн» юнкунхи номерне алла илме васкаса. Хăшпĕрисем тилмĕрсех статьясене вулама тытăнчĕç. Вĕсене шкул пурнăçĕ çинчен çырнă статья кăсăклантарчĕ, сасăпах вуларĕç.

Редакци коллективĕ пысăк мар. Апла пулин те хаçатçăсем хăйсен пархатарлă тивĕçне чыслăн пурнăçланине Василий Малов кăмăлпа палăртрĕ. Экскурси тухăçлă иртнине çирĕплетрĕ.

Çак кунах вĕренекенсем районти Ĕçпе тивĕçтерекен центрта та пулнă, профориентаци пулăшăвне илес енĕпе тестировани витĕр тухнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика