Раççей паспорчĕсене илчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2022, 09:04 Просмотров: 609

Чылай çул çĕнĕ нацистсен ирсĕрлĕхне курса пурăннă Донбасс çыннисем хăйсен историллĕ Тăван çĕршывне хаваспах таврăннине референдумра пĕр саслăн пĕлтерчĕç. Халăхăн тĕп пайĕ - ятарлă çар операцийĕ пыракан территорисенче юлнисем те, пирĕн тĕрлĕ региона куçса килнисем те - Раççей тытăмĕнче пĕрле ĕçлесе пурăнас, ачисене тивĕçлĕ ÿстерес шухăша ырласа палăртать. Халĕ вĕсен гражданлăхне çирĕплетес ĕç пырать.

Юнкун район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче те Раççей гражданинĕсем пулса тăнă виçĕ çыншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ церемони иртрĕ. Вĕсем, лăпкă мар лару-тăрăва пула Донецк Халăх Республикинчен Вăрнар районне килнĕскерсем, пирĕн çĕршыв гражданлăхне илес кăмăлне пĕлтернĕ. Çак ĕмĕте пурнăçлас тесе ĕнтĕ вĕсем, федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, Раççейĕн тивĕçлĕ çыннисем пулма шантарса присяга тытрĕç. Хăйсене хÿтте илнĕ çĕршыв саккунĕсене тÿрĕ кăмăллăн пăхăнса пурăнма, унăн культурипе йăли-йĕркисене хисеплеме тупа турĕç. Куçĕсем савăнăçпа шывланнинчен, присяга сăмахĕсене вуланă май сасă чĕтревлĕн тухнинчен кашниншĕн çак самант хумхануллă пулни курăнчĕ.

Çĕршывăн çĕнĕ гражданинĕсене полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Руслан Минуллин, миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăм ертÿçи Юлия Ильина тата район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Прокопьев саламларĕç, Раççей гражданинĕн ятне яланах çÿлте тытма, тăван тăрăхăн телейĕпе ăнăçлăхĕшĕн мĕнпур вăя хывса тăрăшма сунчĕç.

- Малашне эсир Конституцире палăртнă саккунлă правасемпе туллин усă курма пултаратăр. Çакăнпа пĕрлех сирĕн тивĕçсем те нумай, - çирĕплетрĕç вĕсем Раççей Федерацийĕн паспорчĕсене панă май.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика