Район юбилейĕнче - пысăк наградăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2022, 09:05 Просмотров: 527

Ĕнер районти культура çуртĕнче Вăрнар районĕ 95 çул тултарнине паллă турĕç. Сумлă ку уява Ял хуçалăх ĕçченĕн тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕпе çыхăнтарчĕç.

Вăрнарсене паллă кунсем ячĕпе Чăваш енри çын прависемпе тимлекен уполномоченнăй Сергей Романов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, ыттисем саламларĕç.

Вăл е ку сферăра кăтартуллă тимлекенсене тĕрлĕ шайри наградăпа чысларĕç. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн виçĕ сотрудникĕн ĕçне Раççей шайĕнче палăртнă. Татьяна Данилова печатник отраслĕн чи пысăк наградине - «Çыхăну мастерĕ» - паллăна тивĕçрĕ. Пичет продукцийĕн контролерне Ирина Андреевана Раççей Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе, Марина Сергеева менеджера ку министерствăн Тавĕпе наградăларĕç.

Награда илме сцена çине вун-вун çын тухрĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика