Пултаруллă директор

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2022, 09:06 Просмотров: 570

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çула «Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ» тесе палăртнă. Пирĕн республика паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Римма Ивановна Кириллова.

Р.И.Кириллован ачалăхĕ Вăрнар тăрăхĕнче, Кÿстÿмĕр ялĕнче, иртнĕ. Пысăк çемьере çитĕннĕ. Мĕн пĕчĕкренех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. 11-мĕш класа ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физикăпа математика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Шупашкар хулинчи 44-мĕш лицейра нумай çул информатикăна вĕрентнĕ, çав хушăрах директор заместителĕнче ĕçленĕ. 2017 çултан Шупашкарти 47-мĕш шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă.

Эпир унпа, хамăр шкул директорĕпе, мухтанатпăр. Вăл чăннипех те пултаруллă ертÿçĕ. Раççей шайĕнчи «Чи лайăх учитель» конкурсра икĕ хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Педагогикăри стажĕ 25 çул ытла. Учительте тата ертÿçĕре пухнă опычĕ самаях пуян. Римма Ивановна Кириллова - шкул лидерĕ, 47-мĕш шкулăн «Кĕрен парăс» штурвалне çирĕп тытса пырать.

Хальхи вăхăтра пĕлÿ çуртĕнче кадет юхăмĕ лайăх аталаннă. Çак енĕпе курăмлă çитĕнÿсем те пур.

Кунта çавăн пекех«Самбо - шкула» Раççей шайĕнчи проект пурнăçланать. 2017 çулта 10 вĕренекен çĕршыври «Самбо кунĕсем - Раççей шкулĕсенче» марафона хутшăнчĕç.

Ачаранпах атте-анне пирĕнте чи лайăх пахалăхсене хывать. Вĕсем пурнăçра пултаруллă пулма çул кăтартса пыраççĕ. Пирĕн директор та хăйĕн ĕçне системăллă йĕркелеме тăрăшать. «Пуçлăхăн яланах ертсе пымалла, тĕрлĕ йышăну тума хăрамалла мар, хăйĕн çине яваплăх илме пултармалла. Педагогсен йышĕ тата администраци ушкăнĕ килĕштерсе тимленинче - çитĕнÿ никĕсĕ», - тет вăл. Хисеп хучĕшĕн, рейтингшăн кăна ĕçлемест. Шкул коллективĕ тĕрлĕ проектсене хутшăнса пысăк ÿсемсем тăвать.

Римма Ивановна ертсе пыракан коллектив пысăк, вĕренекенсен шучĕ те йышлă - 1210 ача. Директорăн тăрăшмалăх пур. «Лайăх вĕренекен - пĕлÿ илме ăнтăлакан, хăй умне тĕллев лартса ун патне талпăнакан ача. 47-мĕш шкулта вĕренекенсен инициативлă, таса чунлă, йывăрлăхсене парăнтарма вăй çитерекен, хăй çемйине, хулине, Тăван çĕршыва юратаканскер пулмалла. Шкулăн, чи малтанах, çынна, çынлăха аталантармалла», - тет вăл. Эпир чăнласах унăн сăмахĕсемпе килĕшетпĕр. Çамрăксем те пĕлÿ тĕнчине çирĕппĕн утаççĕ, çĕршыва усăллă çын пуласшăн.

Римма Ивановна тăрăшнипе пирĕн шкул - ыттисемпе тупăшма пултаракан, конкурентлă вĕренекенсене çитĕнтерекен учреждени. Вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, учительсем пĕр шухăш-тĕллевпе ĕçлеççĕ, çавăнпа та çитĕнÿсем пур.

Директор пурнăç таппипе тан утать, йышпа ĕçлеме пĕлет, çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртме хатĕр тата йăрă, яваплă, креативлă, лару-тăрăва курса-туйса тăрать. Ачасене те çынлăха мала хума вĕрентет, ушкăнпа тăрăшма хăнăхтарать.

Пĕтĕм вăя кирлĕ çул çине ярсан, пултарулăхпа мĕнле усă курмаллине ăнланса илсен, çитĕнÿ тума пулатех», - тет вăл ачасене.

Пĕтĕмлетсе каласан, юратнă директор - Римма Ивановна - Чăваш енĕн паллă та мухтавлă çынни. Эпир унпа чăннипех мухтанатпăр.

И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА.

Шупашкар хули - Вăрнар.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика