Парксемпе скверсене йывăç скульптурăсем илем кÿреççĕ. Вĕсене пуртăпа, бензопăчкăпа тата ытти ĕç хатĕрĕпе касса хатĕрлеççĕ. Электрохатĕрпе ĕçлекен маçтăр Чăваш енре сахал мар. Акă Шупашкарта пурăнакан Андрей Кошкин ку ăсталăха 2000 çулсенчех алла илнĕ. Нумаях пулмасть вăл Пĕтĕм Раççейри «Сорокин еткерçисем» фестиваль-конкурсра çĕнтерсе таврăннă.
Андрей Геннадьевич каланă тăрăх, йывăçран илемлĕ япаласем касма вăл шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланă. «Пичче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче ĕçлетчĕ. Педагога вĕреннĕскер, çак ăсталăхпа та кăсăкланатчĕ, хуларан йывăçран тунă тĕрлĕ япала илсе килетчĕ. Эрешлесе капăрлатнă ывăссем уйрăмах тыткăна илнĕччĕ. Ачаран ал ĕçĕ патне чун туртатчĕ, хăмаран тата ытти материалтан тĕрлĕ япала тăваттăм. Асанне те хавхалантаратчĕ. Эпĕ тунă ĕçсене, питĕ чаплă мар пулин те, ялти ал ăстисен куравĕсене тăрататчĕ. Çав япаласемшĕн мана Тав хучĕсем те панăччĕ, - калаçăва пуçларĕ маçтăр. - Атте шкулта ĕç урокĕсем вĕрентетчĕ. Пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕсене çак ăсталăх вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Шупашкартан хăй касса илемлетнĕ хăмана илсе килнĕччĕ. Çав тапхăртан вăл пире, 5-мĕш класс ачисене, уроксенче хитре эрешсем тума вĕрентме тытăнчĕ. Чи пĕрремĕш ĕç - пĕчĕк арча. Атте халĕ те ăна упрать».
Андрей Кошкин Вăрманкасра çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн ЧППУ-н технологипе экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. «Занятисем ÿнерпе графика факультетĕнче иртетчĕç. Мастерскойсем те унтах вырнаçнăччĕ, анчах йывăçран япаласем ăсталама темшĕн вĕрентместчĕç. 4-мĕш курсра чухне çамрăк педагог Евгений Акимов ĕçлеме килчĕ. Вăл пулăшнипе касмалли тĕрлĕ меле алла илтĕмĕр. Эпĕ ăсталанă ĕçсем ректор пÿлĕмĕнче те ларатчĕç. Эрешлĕ пукан туса диплом ĕçĕ хÿтĕлерĕм», - калаçу çăмхи малалла сÿтĕлчĕ.
Çамрăк специалист ĕç биографине Шупашкарти 23-мĕш професси училищинче пуçланă. Унта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче тăрăшнă, студентсене йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларма вĕрентнĕ. Çулталăкран Андрей Кошкина тăван университета чĕнсе илнĕ. Çамрăксене вĕрентнĕ вăхăтрах вăл аспирантурăра пĕлĕве тарăнлатнă. Пĕр тапхăр 5-мĕш гимназире ачасене технологи вĕрентнĕ. Яш чухнех руль умне ларнăскер, хальхи вăхăтра аслă шкулăн гараж пуçлăхĕнче тимлет, водитель-инструктор тивĕçĕсене пурнăçлать.
Вăл Евгений Акимовпа, Алексей Казаковпа пĕрле сĕтел-пукан, палăксем, скульптурăсем ăсталанă. Слава Немцевпа пĕрле чылай ĕç тунă. Андрей Геннадьевичăн ĕçĕсем университетра та сахал мар. Шупашкарта йĕрке хуралçисен скверĕнче лартнă палăка тума та хутшăннă вăл, санаторири парка та хăйĕн ĕçĕсемпе хăтлăлатнă. Малтанхи çулсенче сувенир та ?курка, алтăр, çăпала, кашăк…% чылай ăсталанă. Юлашки вăхăтра ку енĕпе аппаланмасть, пушă вăхăт сахал-мĕн. Ĕçлемешкĕн уйрăм мастерской çукки те чарса тăрать.
- Малтанхи тапхăрта пуртăпа, çÿхе ийĕпе касса ăсталаттăмăр, 2005 çул хыççăн бензопăчкăпа усă курма тытăнтăмăр. Ун чухне бензопăчкă сутакан компани хăйсен продукцине рекламăлатчĕ. Художник-демонстраторсем унпа скульптурăсем касса кăларас енĕпе ăсталăх класĕсем ирттеретчĕç. Пире те çак мел кăмăла кайрĕ, эпир те бензопăчкă туянса пултарулăха ку енĕпе аталантарма тытăнтăмăр. Вăл пирĕн ĕçе самай çăмăллатрĕ. Пуртăпа пĕр кун тумалли ĕçе пĕр сехетрех пурнăçлатпăр. Промышленноç вăй илсех пырать, çĕнĕ технологисем çуралаççĕ. Юлашки вăхăтра электро- тата бормашинкăсемпе анлăн усă курма тытăнчĕç, - терĕ ăста.
Андрей Кошкин Якут Республикинче, Байкал, Урал тăрăхĕсенче иртнĕ конкурссемпе фестивальсенче ăсталăхĕпе паллаштарнă. Томскри «Пуртă праçникĕ» фестиваль те унăн асĕнче çырăнса юлнă.
Хĕлле вăл пăр скульптурисем те тăвать. Андрей Геннадьевич каланă тăрăх, пăрпа ĕçлеме çăмăлрах, скульптурăсен пурнăçĕ кĕске пулин те. Вăл Самарти, ытти хулари тÿремсемпе лапамсене илемлетнĕ. 2014 çулта Шупашкарта иртнĕ Пăр фестивалĕнче палăрнă.
- Пирĕн регионта саккас паракан сахал, йывăç скульптурăсемпе урăх регионтисем ытларах кăсăкланаççĕ. Чулхулана, Кăнтăр округне, ытти çĕре час-часах чĕнеççĕ, тĕрлĕ япала хатĕрлесе пама ыйтаççĕ. Юлашки вăхăтра юханшывпа çыхăннă япаласем, юмахри геройсем турăм. Чĕмпĕрти фестивальте мультфильмри сăнарсемпе çыхăнтарса саксем ăсталарăмăр. Ун валли виçĕ кун уйăрчĕç. Тĕрĕссипе, ку ĕçе пурнăçлама пĕр эрне кирлĕччĕ. Конкурсчен эскизне хатĕрлерĕмĕр. Эпир ăсталанă ĕçсемпе вырăнти парка хăтлăлатĕç, - терĕ Андрей Кошкин.
Андрей Геннадьевич каланă тăрăх, кирек мĕнле йывăçран та скульптура ăсталама май пур. Чăваш енре ку ăсталăха алла илнĕ маçтăрсем Шупашкарта, Çĕрпÿре, Ишлейре, Вăрнарта пурăнаççĕ.
Андрей Кошкиншăн йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларасси чун киленĕçĕ пулса тăнă. Çак ĕç ăна хавхалану, савăнăç кÿрет.
А.МИХАЙЛОВ.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |