Пирĕн тата кĕçĕнрех ăрăвăн паян тăрук çĕршыв хÿтĕлевне тăма тиврĕ. Çак тивĕçе Вăрнар тăрăхĕнчи çамрăксем те чыслăн йышăнчĕç. Раççей чĕннипе тулли мар мобилизаци йĕркипе çывăх çыннисен пурнăçне сыхлама тухса кайрĕç.
- Ĕçсем аван. Кашни кун инструкторсемпе вĕренетпĕр. Ырăскерсем. Тимлĕ, ăса хывăнмалла ăнлантараççĕ, пуçра лайăх юлать. Вăрнарсем пĕр çемьери пек, - çырса пĕлтерчĕ, акă, мобилизациленнисенчен пĕри.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра салтаксем Ульяновск облаçĕнче тактика вĕренĕвĕсем витĕр тухаççĕ.
Паян вĕсене уйрăмах тĕрлĕ енлĕ пулăшу кирлĕ. Тăванĕсем, çывăх çыннисем хавхалантарни çеç мар, çар пурнăçлавĕ енĕпе те. Куратпăр, тылри халăх ентешĕсемшĕн ырăлăх акцийĕсене чылай хутшăнать. Пирĕн район та аякра тăмасть. Иртнĕ эрнеренпе ырă пуçарăва вăрнарсем хушшинче сарнă тĕслĕхпе мăнаçланма пăрахмастăп. Калинино çамрăкĕ Артур Михайлов Телеграм-мессенджерта «ZOV Вурнары» ушкăн уçрĕ. Йĕркелÿçĕсен йышĕнче çавăн пекех районăн активлă ытти çамрăкĕсем те пур.
Ку ушкăн чи малтанах - шăпах Вăрнар районĕнчен мобилизациленнисене пулăшас тĕллевлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ун йышĕ пĕр эрнере 5 пин çынран та иртрĕ. Ку ушкăна кашниех хăйĕн паллаканĕсене телефон номерĕпе хушма пултарать.
Мĕнпе пулăшмалла, вĕренÿсем вăхăтĕнче, çар заданийĕсене пурнăçланă чухне мĕн кирлĕ/.. - çак тата ытти ыйтусене куллен сÿтсе яваççĕ.
Чи пĕлтерĕшли, паллах, вăрнарсем хамăр салтаксем валли пĕр шухăшлăн укçа-тенкĕ хывни. Пĕр эрнере, каламалла, 1 миллион та 100 пин тенкĕ ытларах пухăннă. Ку укçа-тенкĕ салтаксем валли чи малтан кирлĕ япаласене туянма кайĕ. Пулăшу аллине уйрăм çынсем çеç мар, администраци, шкул, ача сачĕсен ĕçченĕсем, бизнес-сообщество, предприятисен представителĕсем те тăснă. Каласа хăварас пулсан, «Çĕнтерÿ çулĕн» ĕçченĕсен пысăк пайĕ те ентешсемшĕн укçа хыврĕ.
Пĕр ырă тĕслĕхе, пысăк пулăшăва, асăнмасăр иртес килмест. «Звездопад» акционерсен хупă обществин Вăрнарти филиалĕн ĕçченĕсем кĕске вăхăтра 160 пин тенкĕ енне пухнă. Ку суммăна Владимир Яковлев гендиректор вырсарникун «ZOV Вурнары» ушкăн йĕркелÿçине Артур Михайлова пачĕ. Çак кун Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн стадионти нумай функциллĕ центрĕнче пуçаруллă çамрăксем çавра сĕтел тавра пухăнчĕç, пĕрремĕшле кÿмелли пулăшу мерисене сÿтсе яврĕç. Владимир Сергеевич предпринимательсен пĕр ушкăнне ырă ĕçшĕн парнесем кÿчĕ.
«ZOV Вурнары» ушкăна кашниех кĕме пултарать. Пулăшас текенсем укçана 89373750123 ?Тинькофф Банк, Михайлов Артур Валерьевич% номерпе куçарма пултараççĕ. Кирек мĕнле сумма та паян пĕлтерĕшлĕ.
Ырă ĕç ылтăнран та хаклă. Çар ретĕнче тăракан ентешсем пирĕн пулăшăва, эпир чунпа вĕсемпе пĕрлех пулнине туйччăр, тăшмана çĕнтерме хавхалантарса тăччăр!
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |