Кĕр мăнтăрĕпе ларать хресчен кĕрекене...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2022, 09:07 Просмотров: 441

Районăн 95 çулхи юбилейне тата Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕн кунне халалласа районти культура çуртĕнче уяв иртрĕ. Предприяти-организаци ĕç-хĕлне курав уçăмлă кăтартать. Фойере «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО тата Калинино райповĕ хăйсем кăларакан юр-варпа паллаштарчĕç.

Ятлă-сумлă хăнасемпе ĕç хастарĕсене, ветерансене ял тăрăхĕсен «Ылтăн кĕркунне» куравĕ илĕртрĕ. Кунта кукăль-икерчи те, пÿремечĕ те, йÿçĕтнĕ купăсти те, хупăлла пĕçернĕ çĕрулмийĕ те, тырпул пучахĕсен çыххийĕ те пур. Пахчаçимĕçрен ăсталанă япаласем валли те вырăн тупнă. Ячĕсем те янăравлă: «Пахчи-пахчи улма пахчи», «Уй хуралçисем», Кĕр парнисем» тата ыттисем те.

Вăрнар ен пултаруллă çынсемпе пуян. Уява килнисене пирĕн ентешĕн Алексей Павлов ÿнерçĕн ĕçĕсем те кăсăклантарчĕç.

Тĕп мероприяти хăйнеевĕрлĕ пуçланчĕ. Наци тумтирĕ тăхăннă çынсем ял тăрăхĕсен гербĕсене сцена çине йăтса тухрĕç. Çав вăхăтрах аудиогид вырăнти паллă çынсем çинчен каласа пычĕ. Çăкăр-тăвартан асли çук тетпĕр. Анчах та ятлă-сумлă ентешсем хушшинче çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсен ячĕсем сахалрах янăрарĕç. Пĕрлештернĕ хор шăрантарнă район гимнĕ, «Алран кайми аки-сухи» юрă праçнике мăнаçлăх кĕртрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов уяв ячĕпе пурне те саламларĕ, çирĕп сывлăх, мирлĕ тÿпе айĕнчи тăнăç пурнăç сунчĕ. Вăрнарсем хастарлăхпа палăрса тăнине çирĕплетрĕ.

Аграрисем йывăрлăхсене пăхмасăр кăçал та ÿсĕмлĕ тимленĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ĕç-хĕле тĕплĕн тишкерчĕ. Çураки вăрăма тăсăлни те, типĕ çанталăкпа йĕпе-сапа тăни те хресчене лайăх тухăç илме чăрмав кÿреймен. Аграрисем пĕтĕмпе 62 пин ытла тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 38 пин тонна. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ăç кăтартăвĕсем лайăхланнă: аш-пăш, сĕт туса илессипе район республикăра иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вячеслав Анатольевич агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.

Чăваш Республикин çынсен прависене хÿтĕлессипе тимлекен уполномоченнăйĕ Сергей Романов сăмах илчĕ, вăрнарсене пысăк пĕлтерĕшлĕ уявпа саламларĕ.

Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан - хисепе тивĕçекен. Аш-какай комбинатĕнчи зоотехник-селекционера Людмила Васильевана республика Пуçлăхĕн Тавĕпе чысларĕç. АПК аталанăвне курăмлă тÿпе хывнăшăн тата нумай çул вăй хунăшăн Чăваш ен Ял хуçалăх министерствин Хисеп Грамотипе «Агрохмельти» ĕçчене Светлана Васильевана, «Кольцовка» агрофирмăн гендиректорне Наталия Ермолаевана, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив бухгалтерне Надежда Зайцевана, райадминистрацин тĕп специалистне Денис Константинова, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчи оператора Елизавета Лесована тата выльăх-чĕрлĕх пусакан цехра тăрăшакан Татьяна Платонована, Г. Спиридонов хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Сергей Митрофанов механизатора наградăларĕç.

Вăрнарсем агроволонтерсен «Ялта чи лайăххисем» слетне йĕркелеме тата ирттерме хастар хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, культура, физкультура тата спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов, «Янгорчино» кооператив председателĕн çумĕ Денис Романов, «Санары» агрофирмăн тĕп инженерĕ Александр Петров, Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Смирнова Ял хуçалăх министерствин Тавне тивĕçрĕç.

Районăн 95 çулхи юбилейĕпе, Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕн кунĕпе вăрнарсене Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев та саламларĕ. Ведомствăн Хисеп грамотипе Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн бухгалтерне Луиза Иванована, Тавĕпе «Мураты» кооперативăн генеральнăй директорне Геннадий Спиридонова, «Санары» агрофирма водительне Александр Харитонова чысларĕç.

Вăрнар енĕн мухтавлă çыннисем сахал мар. Тĕрлĕ ĕçре тăрăшса ят-сум çĕнсе илнĕ вĕсем. Маттурсенчен пĕри - «Порт Коломна» генеральнăй директорĕ Владимир Алексеев - «Вăрнар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçрĕ. Вăл Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ. Владимир Яковлевич - контр-адмирал. РФ юханшыв флотне аталантарассипе чылай çул ырми-канми тăрăшать.

Экономика ăмăртăвне те пĕтĕмлетрĕç. Кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусем тăрăх, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО ?гендиректорĕ - Николай Аливанов% пĕрремĕш, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив ?председателĕ - Валерий Шумилов% иккĕмĕш, «Мураты» предприятипе ?гендиректорĕ - Геннадий Спиридонов% «Янгорчино» хуçалăх ?ертÿçи - Геннадий Романов%виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Фермерсем те хăйсен ятне ямарĕç.

Ĕçлĕ ăмăртура уйрăм çынсем те мала тухрĕç. Альберт Иванов ?аш-какай комбиначĕ% «Чи лайăх тракторист», Александр Николаев ?Карл Маркс ячĕллĕ% «Чи лайăх водитель», Леонид Спиридонов ?«Мураты»% «Чи лайăх комбайнер», Ольга Григорьева ?Карл Маркс ячĕллĕ% «Чи лайăх доярка», Мария Захарова ?аш-какай комбиначĕ% «Чи лайăх свинарка», Надежда Сергеева ?«Янгорчино»% «Чи лайăх техник-осеменатор» номинацисенче çĕнтерчĕç. Тирпейлекен промышленноçре пуринчен маттуррисем - аш-какай комбинатĕнчи цех мастерĕ Наталия Павлова, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводĕнче машинистра тимлекен Венера Яковлева. Хастарсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçа-тенкĕ парса хавхалантарчĕç.

Тата тĕрлĕ отрасльти ытти ĕçчен чыс-хисепе тивĕçрĕç. Район карттине тĕрленĕ 11 ăстан та сцена çине хăпарма тиврĕ. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Концерт номерĕсем чылай пулчĕç. Пултарулăх коллективĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Мероприяти вĕçĕнче ачасен пĕрлештернĕ хорĕ патриотлăх туйăмĕпе тулнă «Широка страна моя родная» юрра шăрантарчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика