Çĕршыв тăнăçлăхĕ хăрушлăхра чухне, тĕрлĕ енчен санкцисемпе хĕсекен, хĕçпăшалпа хăратакан йывăр вăхăтра халăх пĕр чăмăра пĕрлешни пĕлтерĕшлĕ. Пĕрле пулсан кăна пире никам та çĕнеймест. Ентешсенчен тĕп пайĕ çакна ăнланать тата тивĕçлĕ йышăнать. Пĕршухăшлăха эпир тулли мар мобилизаци майĕпе çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнисене пулăшас, хавхалантрас тесе пурте кар çĕкленнинчен те аван куратпăр.
Мобилизациленнисем ятарлă операцие хутшăнма тухса кайнă май çемйисем çинчен ан пăшăрханччăр, вĕсен çывăх çыннисем кăткăс тапхăрта хăйсем тĕллĕн ан юлччăр тесе федераллă социаллă пулăшусăр пуçне республика хушма мерăсем те йышăннă.
Сăмахран, вырăнти саккунсемпе мобилизациленнисен шкулсенче вĕренекен ачисене икĕ хутчен тÿлевсĕр апат çитерме тата вĕсене уйăхсеренех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2 пин тенкĕпе танлашакан стипендине уйăрма, кружок-секцисенче хушма пĕлĕве тÿлевсĕрех пама, ача садике çÿренĕшĕн тÿлеврен хăтарма, культурăпа спорт организацийĕсенче çăмăллăхсемпе тивĕçтерме, çемье членĕсене ĕç тупса пама тата социаллă пособисем валли документсем хатĕрлеме пулăшма, яллă вырăнсенче çурт туянма-лартма илнĕ кредит проценчĕсен пайне тавăрма тата ытти мерăсене пăхнă.
Çавăн пекех малашне çар çыннисен, мобилизациленнисен, доброволецсемпе контрактниксен тата вĕсен çемйисен тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме те право пур. Çак çăмăллăха республика саккунне улшăнусем кĕртсе çирĕплетнĕ.
Чăн та, пулăшу мерисем анлă, вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансен çывăх çыннисемпе ачисене хÿтлĕхе илеççĕ. Çапах та резерв йышĕнчен çар ретне тăнисем хушшинче çемьесĕррисем те сахал мар. Вĕсем ку çăмăллăхсемпе туллин усă кураймаççĕ. Çак саманта шута илсе тата хамăр салтаксен амуниципе тĕрлĕ оборудовани туянма кайнă тăкакĕсене саплаштарас тĕллевпе тепĕр пулăшу мерине йышăннине пĕлтерчĕ тунтикун Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çапла мобилизациленнисене кашнинех пĕр хутчен тÿлев уйăрса парĕç. Вăл 50 пин тенкĕпе танлашĕ. «Ку укçана вĕсем патне çывăх вăхăтра çитермелле. Йышăнăва пурнăçлама республикăн Ĕç тата Финанс министерствисене хушнă», - çирĕплетсех каланă республика ертÿçи правительствăпа ирттерекен тунтикунхи канашлура.
Муниципалитетсен пуçлăхĕсене те сĕнÿсем пулнă: вĕсен пĕрлехи вăйпа пухăнакан пулăшу юхăмĕсене ГКЧС-па централизацилемелле. Мобилизациленнисене хатĕрлекен чаçсенче вара Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн представителĕсем пĕрмаях пулĕç, çакă сиксе тухакан мĕнпур ыйтăва вырăнтах хăвăрт тата тухăçлă татса парассине ансатлатĕ. Тепĕр сĕнÿ вара чаçсене пыракан тăванĕсене уйрăммăн пырса тивет: кÿрсе килекен посылкăсенче алкогольлĕ шĕвексем пулмасан лайăхрах. Вĕсемпе иртĕхни салтаксен сывлăхĕшĕн хăрушă, çар хатĕрленĕвне чăрмантараççĕ тата шанчăклă пĕрлĕхре пулмалла чух хирĕçÿсем кăларма пултараççĕ.
Çавăн пекех палăртса хăвармалла: укçа-тенкĕ пулăшăвĕсĕр пуçне республика мобилизациленнисене снаряженипе тата экипировкăпа тивĕçтерессине те тимлĕхрех тытать. Канмалли кунсенче те, акă, ГКЧС сотрудникĕсем Ульяновск облаçне черетлĕ пулăшупа çитнĕ: ковриксемпе çывăрмалли «михĕсем», балаклавăсемпе перчеткесем, аптечкăсемпе мобильлĕ телефонсем кÿрсе килнĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |